- Чăвашла верси
- Русская версия
Нумай ачаллă çемьесене - çĕр
Муркашри Грачевсем виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Вĕсем салари икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнаççĕ. Кăçал çемьере пĕчĕк пепке хушăннă май хваттерте палăрмаллах тăвăрланнă. «Ялта уйрăм çурт-йĕрте пурăннине нимĕн çитмĕ», - ĕмĕтленнĕ Грачевсем. Вĕсен ĕмĕчĕ кĕçех пурнăçа кĕрĕ: Муркаш район администрацийĕ нумай ачаллă çемьене Катикасси ял тăрăхĕнче çурт лартма çĕр уйăрса пама йышăннă.
- Çемье пысăкланнă май унчченех уйрăм çурт лартма шутланăччĕ. Пире çĕр лаптăкне Катикасси ял тăрăхĕнче, Атăлпа юнашар, илемлĕ вырăнта панине пĕлсен савăнтăмăр. Шупашкар та çывăхрах. Çитес çул, çу кунĕсенче, çурт лартма тытăнасшăн, - пĕлтерет Надежда Юрьевна.
Сăмах май, Муркаш район администрацийĕ Катикасси ял тăрăхĕн территорийĕнче нумай ачаллă çемьесем валли уйрăм çурт лартма 111 çĕр лаптăкне йĕркелет. Пурĕ 23 гектар йышăнмалла вăл.
Шупашкар хулипе Муркаш район администрацийĕ Катикасси ял тăрăхĕнчи 118 гектар çинче нумай ачаллă çемьесем валли пĕчĕк хутлă çуртсем лартма проект хатĕрлеççĕ. Çывăх вăхăтра унта поселок ÿссе ларĕ. Пурăнмалли çуртсемпе пĕрлех социаллă объектсем тума та палăртнă: лавкка, автостанци, фельдшерпа акушер пункчĕ тата ытти те.
Кăçалхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикăра çĕр лаптăкĕ пама нумай ачаллă 3776 çемьене шута илнĕ. Вĕсем ытларах Шупашкарта (1343), Шупашкар районĕнче (423), Çĕнĕ Шупашкарта (378) пурăнаççĕ. Çак тапхăрта 1613 çемье çĕр сертификатне тивĕçнĕ, çав шутран çурт-йĕр çавăрма -915, хушма хуçалăх аталантарма - 653, дача валли - 45. Вĕсене 196 гектар çĕр уйăрса панă.
Комментари хушас