“Инфекцие аякран çаклатса килеççĕ”
Раштавăн 1-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери СПИДпа кĕрешмелли кун. Специалистсем паян ВИЧ-инфекци ертме пултаракан çынсен ушкăнне палăртмаççĕ. Хăй вăхăтĕнче, 5-10 çул каялла, çак йыша “каçхи лĕпĕшсене”, инçе çула çÿрекен водительсене, наркомансене, гомосексуалистсене кĕртнĕ пулсан халĕ пачах ун пек мар. Ара, этем иммунитетне пĕтерекен чир ятарлă йĕркене пăхăнман кирек мĕнле çынна та çапса ÿкереет-çке. Хăй ĕмĕрĕнче ВИЧ-инфекциллĕ пĕртен пĕр арçынпа пĕр хут çеç сыхлав хатĕрĕсĕр савăшнă хĕрарăма та.