- Чăвашла верси
- Русская версия
Çирĕп пĕлÿ паракан иккĕмĕш анне
Канаш хулинчи 6-мĕш шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Людмила Алексеевна Федорова шăпăрлансемшĕн иккĕмĕш амăшĕ. Ăна пурте чун-чĕререн юратаççĕ. Унăн ăса вĕрентсе каланă кашни сăмахне ăша хываççĕ пĕчĕкскерсем.
Ачасем кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те пултаруллă педагога сума сăвать. Ахальтен мар ĕнтĕ кашни хăй тĕпренчĕкне унăн класне яма тăрăшать. «Людмила Алексеевна шăпăрлансенчен çирĕп ыйтать, дисциплинăна та пăхăнма хистет. Çакă ачасене вĕренÿре çитĕнÿсем тума пулăшать», - теççĕ аслисем хавхалануллăн.
Юратнă пепкисене, хĕрне Таньăна тата ывăлне Димăна та хăех пĕлÿ тĕнчине тухма пулăшнă вăл.
- Эпĕ вĕсене хамăн ачасем тесе нихăçан та пуçран шăлса ачашламан, ыттисенчен те çи- рĕпрех ыйтнă. Пĕр класра пĕлÿ илекенскерсем вĕренÿре «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пычĕç.
Халĕ Мускаври аслă шкулсенчен вĕренсе тухнăскерсем çав хуларах ĕçлеççĕ. «Эсĕ хăй вăхăтĕнче пирĕнтен çирĕп ыйтни хальхи пурнăçра питех те пулăшать. Ара, кирек ăçта кайсан та ăса кура хаклаççĕ. Пысăк тав сана, аннеçĕм», - савăнтараççĕ вĕсем тăван тăрăха килмессерен.
...Паян Людмила Алексеевна - иккĕмĕш класс ертÿçи. Ачасен пĕлÿ шайне ÿстерессишĕн ырми-канми тăрăшать. Акă нумай пулмасть вĕсем класĕпех килес çулăн çур çулĕ валли «Тетте» çырăнчĕç.
- Ку журнал пире малашне пысăк пулăшу парĕ. Унти сăвă-калав шăпăрлансен тавра курăмне, ăс-хакăлне пушшех аталантарасса шансах тăратăп, - терĕ Людмила Алексеевна кăмăллăн.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Канаш.
Комментари хушас