Чĕр чунсен пурнăçне хутшăнмалла е...

28 Чÿк, 2013

Ача-пăча чĕр чунсене юратни каламасăрах паллă. Анчах эпир, вăл шутрах ашшĕ-амăшĕ те, вĕсене хамăрăн чун ăшшине çителĕклĕ пама пултаратпăр-ши/

Те çиччĕре, те саккăрта пулнă ун чухне, çуралнă Хачăк ялĕпе юнашар юхса иртекен Ункăра кушак çурине ишме вĕрентме пикентĕм. Теплерен çакна атте асăрханă. Пĕчĕк чĕр чуна çырана илсе тухсанах вăл ман хăлхана çатăр! пăрчĕ. Эх, мăнтарăн хăлхи, мĕнле чăтнă-ши/ Тĕслĕхрен, пĕрремĕш класра чухне «Çĕнĕ çул елки» сăвва атте хăлхаран турта-турта пăхмасăр калама вĕрентмен пулсан «пиллĕк» илеймен пулăттăм.

Паллах, манăн атте Макаренкопа Сухомлинский ачана мĕнле меслетсемпе воспитани памалли çинчен вуламан, тен, вĕсен хушамачĕсене те илтмен. Анчах ăна аван та таса çырнăшăн вĕрентекен кĕлентĕр парса хавхалантарнине яланах ăшшăн аса илетчĕ. Сас паллисене каллиграфи тĕлĕшĕнчен лайăх çырнăранах пуль, ăна, пуçламăш шкул çеç пĕтернĕ-скере, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи умĕн Шупашкарти паспорт сĕтелĕн уйрăмне, çар комиссариатне ĕçлеме илнĕ. Юрать, ку сăмах май тейĕпĕр.

Çартан таврăннă вăхăта чĕр чунсемпе аппаланас туйăмсем сĕвĕрĕлнĕ темелле ĕнтĕ, çапах та...

Шупашкарта ĕçлеме пуçланă май Кăнтăр поселокĕнче учительница-пенсионерка патĕнче хваттерте пурăнтăм. Сăнчăрта тытса йытă усратчĕ вăл. «Кăкарăнса тăнă çĕртех çăвăрласа пачĕ, çурисене пĕвере путар-ха», - терĕ вăл мана. «Тем тесен те алă çĕкленмест, пĕрне, аçине, тăван яла аттене кайса паратăп, ыттисем пирки хăвăр шухăшлăр», - терĕм хирĕç. Халĕччен йытă усраман аттепе анне чунĕсене хытарсах ман кăмăла хирĕç каймарĕç. Атте пĕччен чух ялан унпа йăпанатчĕ. Вун икĕ çул сăнчăрта тăчĕ Бобик. Пĕлместĕп, пурнăçри тĕп тĕллевне ăнланнă-ши вăл/ Чунĕ хăйĕн «пӳрчĕн» çи виттийĕ çинче выртнă чух тухнине пĕлтернĕччĕ атте, кайран ăна анкарти хыçĕнче Ункă хĕрринче пытарнă.

Тăватă ураллă туссене те хам шыратăп, те вĕсем мана. ЧР Шалти ĕçсен органĕсенче ĕçленĕ чух çĕр каçмалăх Атăл леш енне кайнăччĕ. Каç енне лавккана кайма тиврĕ. Ун çывăхĕнче çынсем хушшинче йытă çури йынăшса çӳренине асăрхарăм. «Илсе кайма пултаратăр, - терĕ тахăшĕ. Тен, сире кĕтет...» «Çапла, çапла», - текелерĕм те хĕве чикрĕм. Тепĕр ир çакна хулари хваттере илсе таврăнтăм, мăшăрăм мăкăртатнине пăхмасăрах балкон çинче ăна валли вырăн туса патăм. Амăшĕнчен уйăрнине туйса-ши, çĕрĕпе нăйкăшрĕ пĕчĕк чун. Çакна кӳршĕри ар çын пенсионер илтнĕ. «Сут мана, - терĕ çакскер. - Çĕрпӳ çывăхĕнче ман дача пур, çавна хураллама пăхса ӳсте-ретĕп».

Килĕшрĕм эпĕ.

Икĕ-виçĕ çул каялла хамăр дачăран инçех мар, вăрманлăхран çамрăк чĕрĕпе тытса килтĕм. Каярахпа çакăншăн питĕ ӳкĕнтĕм, ара, уйрăмах çĕрле хваттерте канăç памасть те-ха. Нумаях пулмасть çар тумне хывнă ывăлăм чĕрĕпшĕн уйрăмах савăнчĕ. Пуçламăш классенче вĕреннĕ чухне вăл хулари «Карăш» клуба çӳретчĕ. Чĕр чунсене юратас туйăм çавăнтанпа юлнă унăн. Мĕн чупать, шăвать - пĕтĕмпех ун алли витĕр тухатчĕ. Шомикри пионер лагерĕсенчен пĕринче каннă кунсенче çара аллипе хурăн пуçлă çĕлене те тытнăччĕ вăл ?сăн ӳкерчĕкре%. Каярахпа урамран хуçасăр кушаксене илсе кĕме пуçларĕ. Пĕри çемье йышне хутшăнни иккĕмĕш çула кайрĕ. Çур çула яхăн ваннăйра пурăнчĕ вăл. Айне хаçат, çулçăсем сарса параттăмăр. Хĕлле урама кăларса яраймăн, аран çурхи кунсене кĕтсе илтĕмĕр. Хулари пахчана кайса ярсанах, карта хăмисем хушшипе тухса, çирĕм-вăтăр утăмри вăрман еннелле вĕтĕртетсе чупса кайрĕ. Тен, унта яланлăхах канлĕх тупĕ/

Пĕр сăмахпа, чĕр чунсен пурнăçне сăлтавсăр-мĕн-сĕр хутшăнас умĕн тĕплĕн шухăшласа пăхмалла.

Александр МОКИН.

Шупашкар.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.