Амăшĕ пек пуласшăн

28 Чÿк, 2013

«Ывăлĕ ашшĕнчен, хĕрĕ амăшĕнчен тĕслĕх илет», _ теççĕ. Юратнă çывăх çыннисене кура камăн вĕсем пек пулас килмĕ ĕнтĕ?

Комсомольски районĕнчи Йÿç Шăхаль шкулĕнче 2-мĕш класра вĕренекен Анастасия Носкова пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарать. Амă- шĕпе пĕрле Культура çурчĕ çумĕнчи «Улах» кружока çÿрет, унта ал ĕçĕпе туслашас текенсем пуçтарăнаççĕ. Настя вĕтĕ шăрçапа ĕçлеме кăмăллать: тĕрлĕрен хăлха çакки, мăй çыххи тăвать. Пĕчĕк кушак çурине вара мĕн кăна çыхса тăхăнтартмасть пуль! Ăна та пĕр-пĕр капăрлăхпа илемлетет, пукане тейĕн. Тĕрлĕ тĕслĕ кушак çурисен сăн ÿкерчĕкĕсене ятарласа пухса пырасси – хĕр ачан тепĕр киленĕçĕ.

Амăшĕ, Луиза Николаевна Носкова, ачисен пултарулăхне аталантарас тесе яланах тĕслĕх кăтартма тăрăшать. Ача чухнех унра юрлас ăсталăх сисĕнме пуçланă. Çак таланта пĕтерес мар тесе вăл халĕ хĕрĕпе «Шăхаль» фольклор ушкăнне çÿрет. Настя та, амăшĕ пекех, юрлама юратать-çке. «Нумаях пулмасть пире ятарлă аппаратура килсе пачĕç, малашне эстрада юррисене те шăрантарма пултаратпăр», _ савăнăçне пĕлтерет Луиза Николаевна. Çак пултарулăх ушкăнĕ Патăрьел, Йĕпреç тата ытти района тăтăшах çÿрет, Шупашкар сцени çинче те халăха илемлĕ те çепĕç юррипе пĕрре мар савăнтарнă. Куракансем «Шăхальсене» питĕ аван йышăнаççĕ, чечексемпе тата ырă сăмахсемпе тав тăваççĕ. Килсех çÿреме ыйтаççĕ.

«Халĕ ал ĕçĕ тума вĕренсе кайрăм», _ тет Луиза Николаевна. Пукане валли тумтир çĕлесси уншăн чун апачĕ вырăнĕнчех. Тухйине те, кĕпине те куç хупса хатĕрлеме пултарать тейĕн. Ăсталăхне малалла туптас тата çак ĕçе паянхи ăрăва та вĕрентес тесе вăл халĕ шкул столовăйĕнче тăрăшнă вăхăтрах куçăмсăр майпа И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче технолог специальноçне алла илме хатĕрленет. «Ачасене яланах ырă ĕç тума вĕрентесчĕ», _ тет Настьăн маттур амăшĕ. Тĕпренчĕкĕсене «Тантăш», «Тетте» тата «Самант» çырăнса парать вăл. Хăй те «Тантăш» вуласах ÿснĕ-çке.

Мăшăрĕпе икĕ ача ÿстереççĕ. Никита Шурут шкулĕнче виççĕмĕш класра вĕренет. Çемйипех спортпа туслă вĕсем. Настя та ача садне çÿренĕ вăхăтрах конькипе ярăнма вĕреннĕ. Халĕ хĕл ларасса çеç кĕтет. Шăпăрланăн хăвăртрах йĕлтĕрпе ярăнас килет-çке.

Настя тухтăр пулма ĕмĕтленет. Ку ĕç йывăр пулнине ăнланать-ха амăшĕ. Хăй вăл юнран питĕ хăрать-çке. Çапах юратнă тĕпренчĕкĕн шухăшне хисеплет. Хĕр ача тухтăр пулсан кукамăшне сыватасшăн-çке.

«Ачасене чи малтанах çынна хисеплеме вĕрентес килет», _ тет Луиза Николаевна. Çемьере килĕшÿ хуçаланнăран çак шухăша пурнăçа кĕртме йывăрах та мар ĕнтĕ. Аслашшĕпе асламăшĕ мăнукĕсене ырă тĕслĕх параççĕ. Пĕр-пĕринпе нихăçан та сас хăпартса калаçмаççĕ вĕсем, алă çĕклесси йăлара çук. Юратупа туслăх хуçаланакан кил-çуртра, паллах, кашни хăйне телейлĕ туять.

Лариса ЧЕРБАЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.