Комментари хушас

30 Чÿк, 2013

Чун пулсан...

Çĕр-шыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе правительство XXI ĕмĕрте чылай ырă йышăну турĕ, 2007 çултан иккĕмĕш ача çуратакансем /усрава илекенсем/ амăшĕн капиталĕпе усă курса пурăнмалли кĕтеслĕ пулчĕç, виççĕмĕш шăпăрланшăн çĕрпе тивĕçтерни те - витĕмлĕ пулăшу. Çапах паян чылайăшĕ ачаран мар, машинăран, хваттертен пуян... Телее, хăйсен тарĕпе пухнă ырлăхра йывăрлăхсенчен хăрамасăрах йыш хушакан мăшăрсем те пур. Муркаш районĕнчи Çĕнĕ Ваçкассинче тĕпленнĕ Семеновсем те - пуçа усман аптраман таврашсемех.

Мĕншĕн пит хĕрелет?

- «Нимĕн туса та чапа тухаймаççĕ те пÿрт тулли ача çуратнипе мухтанаççĕ. Çавăншăнах вĕсене хаçатра сăн ÿкерчĕксемпе кăлараççĕ», - килрен киле хаçат-журнал çĕнĕ кăларăмĕсене валеçнĕ чухне çынсем çапла мăкăртатнине пĕрре кăна мар илтеттĕм. Çакă хам çинчен каланă пекех туйăнатчĕ, чĕрене ыраттаратчĕ. Ачасене такам пулăшасса шанса çуратмастпăр-ха, хамăрах тапаланатпăр. Ахăртнех, мана та ăсран тайăлнисен шутне кĕртеççĕ-тĕр. Хĕрĕхелле çывхаракан хĕрарăм хырăм каçăртса çÿрени вĕчĕрхентерет хăшне-пĕрне. Тепĕр чухне райцентра кайсан иртен-çÿрен хама ĕçкĕç вырăнне хурасран вăтанатăп, - чунне уçрĕ 36 çулти Светлана Валентиновна. Хĕрĕх чĕрнеллĕ сăпайлă хĕрарăмăн пит хĕретме те тивет иккен.

Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхне кĕрекен Шупуçра çуралса ÿснĕскер районăн тепĕр вĕçĕнче пурăнакан хура çÿçлĕ, яштака кĕлеткеллĕ, илĕртÿллĕ йĕкĕтпе ентешĕн туйĕнче паллашнă. Хĕр кăмăлне çавăрма пĕлнĕ Владимир Валерьевич ĕçчен те çаврăнăçуллă пикене куçран вĕçертмен. 1995 çулхи раштавра тус-хурăнташне туй кĕрекине пухнă çамрăксем. Малтанах мăшăр çемье пуçĕн тăван килĕнче пурăннă, каярахпа ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе çĕнĕ урамра пысăк кирпĕч çурт çĕклесе уйрăлса тухнă.

- Хунямапа хуняçа - ялти сумлă çынсем. Вĕсене ку тăрăхра пĕр-пĕрин хушшинче тата ял-йышпа килĕштерсе пурăннăшăн, ылтăн алăллă пулнăшăн, ентешĕсене пулăшма ÿркенменшĕн хисеплеççĕ. Вĕсен ырă ятне ÿкерес мар тесе эпĕ те çĕнĕ пĕлĕшсемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшнă ĕнтĕ. Пĕр вăхăт колхоз столовăйĕнче апат пĕçернĕ хыççăн Купăрля ферминче 3 çул дояркăра ĕçлерĕм. Пĕррехинче çутă пулманнипе 22 ĕнене ирĕн-каçăн алăпа сума тиврĕ. Кунта вăрах вăхăт çапла тăрмашакан инкесен чăтăмлăхĕ тĕлĕнтерчĕ. Манăн, хăнăхманнипе-ши, алă вăйлах шыçрĕ, хул ыратнипе фермăна урăх тухаймарăм. 2003 çултанпа вырăнти çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăра ĕçлетĕп. Ваçкасси, Кĕртекасси, Купăрля, Сосновка ялĕсенче куллен хаçат-журнал валеçеттĕм. Тавар сутассинчен ытла пенси укçи валеçесси шиклентерет. Хура кĕрхи кун тавралăх хăвăрт тĕттĕмленет, ялсен хушшинчи çырма урлă каçнă чухне вăрă-хурах тапăнасран хăраттăм. Халĕ декрет отпускĕнче, килти вак-тĕвекпе кăна аппаланатăп, - кил вучахĕн управçи чей ĕçме чĕнчĕ. Мăшăрĕ Шупашкарта маршрут ГАЗелĕпе чупма пуçланăранпа хуçалăхри кулленхи ĕçсем йăлтах черчен хĕрарăмăн хул пуççийĕ çине тиеннĕ. Икĕ ĕне, картиш тулли хур, чăх-чĕп, кролик-сысна усраканăн кун каçипе ларса канма та вăхăт çук-тăр. Унсăр пуçне спортпа туслă ачисен кĕпи-йĕмне куллен çумалла, вĕри апат янтăламалла, уроксене мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслемелле. Килтех çăкăр пĕçерме те ĕлкĕрет вăр-варскер.

«Куршанак» çыпăçнă

- Аслă ывăлăм Дима чылай пулăшатчĕ, урай çăватчĕ, яшкине те хăех пĕçеретчĕ. Хĕр ача пекех çаврăнăçуллăскер халĕ те канмалли кунсене яла таврăнсан мана кĕске отпуск «парнелет». Шупашкарти механика-технологи техникумĕнче иккĕмĕш çул вĕренекенскер программист пулма ĕмĕтленет. 6-мĕш класра ăс пухакан Максим та пиччĕшĕн ырă тĕслĕхĕпе манăн сылтăм алă пулма тăрăшать. Костя та кăçал шкула çÿреме пуçларĕ, çирĕп йĕркене майĕпен хăнăхса пырать. Тăваттăри Володя садикре кун ирттерет. Ăна килте пĕрле вылямашкăн юлташ пултăр тесе хĕр ача шырарăмăр ĕнтĕ. Анчах тухтăрсем каллех каччă кĕтнине систерчĕç. Маншăн сывă пепке çурални пĕлтерĕшлĕрех. Кашнинех турă парни, «юрату çимĕçĕ», пурнăç чечекĕ пек йышăнатпăр, - кăмăллăн калаçрĕ больницăна çăмăлланма каймашкăн хатĕрленекен С.Семенова.

«Ывăл парнелекен мăшăрна аннÿ пек йышăнса хакла, вăл - хăвна тепĕр хут çуратакан» каларăш пур халăхăн. Владимир Семеновăн арăмне алă çинчех йăтса çÿреме тивет-тĕр.

Лина ТРОФИМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.