Чăваш блогерĕсем те Инстаграмра ĕçлесе илеççĕ
Унччен, интернет аталанман чухне, хаçата е телекурава реклама нумай паратчĕç. Халĕ Инстаграма кăна кĕр! Вăл — сăн ÿкерчĕк, видео вырнаçтармалли социаллă сеть. Юлашки çулсенче вара укçа ĕçлесе илмелли лапам та пулса тăчĕ. Хăшĕ-пĕри килтен тухмасăрах страницине реклама вырнаçтарса, тавар сутса тупăш тăвать. «Мĕнле майпа?» — тесе тĕлĕнетĕр пулĕ-ха. Кун пирки Инстаграмра тупăш тăвакан чăваш блогерĕсем хăйсем каласа пачĕç.
1 постшăн — 900 пине яхăн доллар