Парне - гимн!

12 Пуш, 2020

Çуркунне хăçан вăй илет? И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемшĕн вăл паян пуçланчĕ. Аслă шкулăн Культура керменĕнче «Студентсен çуркунни» фестиваль пуçланчĕ.

Яланах хаваслă, туслă, пултаруллă та креативлă çамрăксем кăçал та куракансене тĕлĕнтерме шантараççĕ. Ахальтен мар концерт Инстаграмри сторисран пуçланчĕ. Эппин, çĕнĕ йышши технологисемпе кăçал та анлă усă курĕç.

— 2020 çул пĕлтерĕшлĕ çул. Çĕнтерÿ кунĕ çывхарать. Сирĕн аслă асаттесемпе аслă кукаçисем вăрçа хутшăннă, Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ. Фестивале хутшăнакан командăсем çакна асра тытса концертсене хатĕрленессе шанатăп. Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине те манмалла мар. Çак пулăма халалланă номерсене курасчĕ, — терĕ студентсене саламланă май ЧПУ ректорĕ Андрей Александров. Сăмах май, Андрей Юрьевич «Студентсен çуркуннине» пĕрре те сиктермен. 1980 çулта унăн команди пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă.

— «Студентсен çуркуннине» пĕрре те хутшăнма тÿр килмерĕ, анчах залта лараттăм. Сцена çине тухакансене, куракансене хăватлă кăмăл сунатăп. Пĕлетĕп, пĕлтĕр хăш-пĕр номере тĕрлĕ шайри ăмăртусенче пысăк хак панă. Кăçал та вĕсене тивĕçлĕ хакласса шанатăп, — терĕ Олег Алексеевич.

Кăçал фестиваль, чăннипех те, кăсăклă пулма тивĕç. Историпе географи факультечĕн команди Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн Андриян Николаевăн пурнăçне сăнласшăн. Экономика факультечĕн команди те патриотизм темине ярса илнĕ. Сцена çине çар çыннин тумне, скафандр тăхăннă артистсем тухрĕç. Çамрăксем çĕнĕ йышши технологисемпе анлă усă курнă. Сăмахран, «Техи» команда хальхи вăхăтра анлă сарăлнă компьютер вăййи ÿкернĕ. Паянхи мероприятие «Студентсен çуркуннин» гимнĕпе вĕçлерĕç. Куракансем ăна пуçласа итлерĕç. Пĕрремĕш концерт — пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче. Çĕнтерÿçĕсене гала-концертра палăртĕç.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас