Якутие çитсе 60 градус сивве туйса курасшăн

5 Пуш, 2020

Парта хушшине ларичченех вулама вĕреннĕ Александр Матвеев алла пĕрремĕш хут тытнă кĕнеки «Букварь» мар, атлас пулнă. Пилĕк çулти ачана юхан шывсемпе сăрт-ту, тинĕссемпе утравсем питĕ кăсăклантарнă. «Ÿссен çак карттă çинчи мĕн пур кĕтесе çитсе курăп!» — ĕмĕтленнĕ вăл.

Халĕ Александр 33 çулта. Геодезист профессине илнĕскер ĕçпе çĕршывăн чылай регионне çитсе курать. Паянхи кун Ханты- Манси автономи округĕнче, тайгара, ĕçлесе пурăнать. Геодезистсен ушкăнĕ Новоаганск поселокĕнчен инçех мар вырнаçнă. Унта телекоммуникаци çыхăнăвĕ япăх пулсан та Сашăпа калаçма май килчĕ. Геодезистсем вакун евĕр пĕчĕк бараксенче пурăнаççĕ, вĕсем йышăнакан тайга хĕрринчи лаптăкра столовăй, мунча та пур. Ку специальноçре вăй хуракансен икĕ ĕç сезонĕ: хĕллехи тата çуллахи. Саша ытларах чухне хĕлле вăй хурать. Вăл чÿк е раштавран пуçласа ака уйăхĕн варриччен тăсăлать. Графикпа килĕшÿллĕн, тăватă уйăх ĕçлесе улттă канатăн. Плана тултарсан каччă кĕçех Шупашкара таврăнĕ. «Час-часах шурлăхлă вырăнсенче ĕçлеме тивет, хĕлле вĕсем шăнаççĕ, транспортпа çÿреме пулать. Унта кайма çул-йĕр ĕçченĕсем ятарлă çул — «зимник» — сараççĕ. Çав çулпа пирĕнсĕр пуçне нефть кăларакансем, скважина пăралакансем... çÿреççĕ. Пирĕн ушкăн пĕчĕкех мар, хальхинче — 150 çынна яхăн. Нумайăшĕ хусах е авланса уйрăлнă арçынсем, хĕрарăмсем те пур. Вĕсем геофизикра, поварта, диспетчерта, склад заведующийĕнче ĕçлеççĕ. Командăра геодезистсемсĕр пуçне сейсморазведчиксем, скважина чавакансем, йывăç касакансем, водитель-танкистсем пур. Шофер-сем чăн-чăн танкпа çÿреççĕ. Пирĕн ĕçре питĕ кирлĕ çак транспорт броняллă мар. Чи пахи — гусеницăллă вăл, тумхах-сумхахлă вырăнта, вăрманта чăрмавсăр çÿрет», — ăнлантарчĕ 9 çул ытла геодезистра тăрăшакан Александр.
Çак мĕн пур ĕçе геологоразведка, тĕрĕсрех, сейсморазведка теççĕ. Геодезистсене ĕçпе тивĕçтерекенсем — нефть-газпа ĕçлекен компанисем. Вĕсем ятарлă проект хатĕрленĕ хыççăн гео-дезистсен ушкăнĕ «хура ылтăн» шырама вăрăм çула тухать. Ытларах чухне вĕсен хальччен çын пулман вырăнта, тискер кайăксемпе юнашар ĕçлесе пурăнма тивет. «Пĕрремĕш хутĕнче эпĕ Тю-мень облаçĕнче цивилизаци вуçех çук вырăнта ĕçлерĕм, унта 5 сезон пултăм. Юрать, ноутбук пур, каçхине пушă вăхăтра кино пăхаттăм. Компьютерсăр кунта питĕ кичем. Кино пăхни çеç геодезистсене тунсăха сирме пулăшать. Пире эпир илсе çÿрекен пысăках мар дизель электростанцийĕ электричествăпа тивĕçтерет. Пулă тытма юратнăран ĕçе кайма пуçтарăннă чухне чăматана вăлта чикетĕп», — каласа кăтартрĕ Саша.
Геодезистсен ушкăнĕнче «полевиксем» уйрăм вырăн йышăнаççĕ, карттă çинче палăртнă вырăнсене тĕпчекенскерсем ирех уй- хире, вăрмана кайса каçхине çеç таврăнаççĕ. Саша та малтанласа «полевиксен» ретĕнче ятарлă инструментсемпе усă курса нефть уçламалли вырăнсене ÿкернĕ. Тăватă çул каялла ăна геодезист обработчик тивĕçĕсене шаннă. Ку — пысăкрах должноç. Александр — 1-мĕш категорири геодезист. «Эпĕ «полевиксем» пухнă информацие хатĕрлетĕп, ăна компьютера вырнаçтарса карттăсем ÿкеретĕп, координатсене те шутламалла. Ĕç питĕ нумай, канма, тунсăхлама вăхăт çук. Тепĕр чухне талăкне 2-3 сехет çеç çывăратăп», — терĕ яш. Хăй ĕмĕтленнĕ пекех, вăл çынсем пурăннă вырăнтан аякра вăй хурать, йывăрлăхсене пăхмасăр профессие çав тери юрататать. Саша çемьеленме ĕлкĕреймен-ха, хальлĕхе кун пирки шухăшламасть.
Нефть пуррипе çуккине палăртакансен йышĕнче çемьеллисем те пур, упăшкипе арăмĕ пĕрле ĕçлеççĕ. Тепĕр чухне хĕрсемпе каччăсем практика тухма килеççĕ те геодезие килĕштереççĕ, çавăнтах юлаççĕ. Кăткăс условисем те, тискер çут çанталăк та шиклентермест. «Çуллахи сезонра палаткăра пурăнатпăр. Ÿпре пĕлĕт пекех явăнать кунта. Спецовка çаннине тавăрма çук, самантрах хуп-хура ларса тулаççĕ. Хальччен çынпа тĕл пулман тискер чĕр чунсем пиртен хăрамаççĕ. Иркутск облаçĕнче ĕçленĕ чухне тилĕсем апат парасса кĕтсе çывăхрах явăнатчĕç. Скважина чавнă чухне тăпрана пăшисемпе пăлансем сырса илеççĕ. Вăл тăварлă-ха та. Пĕрре тайгара карттă çинчи вырăнсене тĕпченĕ чухне çырла таткаласа, кайăксене сăн ÿкерсе лагерьтен аяккарах кайрăм — упапа куçа-куçăн тĕл пултăм. Пĕр-пĕрин çине пăхса тăтăмăр. Туятăп: ĕнсе çинчи çÿç пĕрчисем хускалаççĕ. Майĕпен хыçалалла чакса йывăç çине хăвăрт кăна хăпартăм та упана киревсĕр сăмах-семпе кăшкăрса вăрçрăм. Пăрăнса утрĕ. Ун чухне пуçласа упа куртăм. Кун хыççăн вăрманта кашни тĕм хыçĕнчен темĕн сиксе тухас пек туйăнатчĕ. Хĕлле лăпкăрах, упасем çывăраççĕ. Вĕсен шăтăк-не асăрхасан чĕр чунсене пăлхатма тăрăшмастпăр. Пĕррехинче асăрхаман, упа шăтăкĕ çывăхĕнчех техникăпа, бензопăчкăпа ĕçленĕ эпир: утаман шăтăкран тухса тăчĕ...» — аса илчĕ Александр. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.