Культура

26 Ака, 2014

Соловейсен çемйин юрри

46 çул тултарнă тĕле 16 ача амăшĕ пулса тăрасса Маринăран никам та кĕтмен. Çав шутра хăй те, упăшки те.

Марина Соловей - Мускав çынни, вĕсен виçĕ ăрăвĕ çакăнта пурăннă, профессор мăнукĕ. Аслашшĕн учебникĕсемпе Мускав патшалăх университетĕнче математика вĕренеççĕ. Кремль çывăхĕнчех çуралса ÿснĕ пулин те паян вăл ялта пурăнать.

26 Ака, 2014

Пултаруллă çынсем кăмăла çĕклеççĕ

Шĕнерсен «Калинушка» ушкăнĕн пултарулăхне Вăрнар районĕн культура çурчĕн сцени çинче курса хавхаланнă хыççăн «артистран та кая мар» çынсемпе тĕл пулас кăмăл хĕмленсе çирĕпленчĕ. Хорсен тупăшăвĕнче Нурăсри «Кружевница» ушкăнпа ăмăртса юрласа вĕсем мала тухрĕç.

25 Ака, 2014

Чăн-чăн чăваш çамрăкĕсем Интернетра та чăвашлах калаçаççĕ

Паянхи хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм пушă вăхăта Интернетра ирттерме кăмăллать. Тĕнчене ярса илнĕ серепере чăвашлăхшăн çунакансем пурри, вĕсем социаллă сайтсенче тăван чĕлхепе тĕрлĕ ушкăн йĕркелени савăнтарать. Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн vk.com сайтри кунашкал пабликсене тишкертĕмĕр, вĕсен йĕркелÿçисемпе çыхăнтăмăр.

25 Ака, 2014

Вилĕмсĕр балетсен çĕнĕлĕхĕ

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 1997 çултанпа Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ иртет. Кăçал вăл ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче вун саккăрмĕш хут уçăлчĕ. Малалла вулас...

Pages