Культура

29 Ака, 2014

Паллă поэт пирки - электрон кăларăм

Культура çулталăкĕ сумлă юбилейсемпе пуян. Ака уйăхĕнче, сăмахран, Аристарх Орлов-Шуçăм композитор çуралнăранпа 100 çул çитрĕ терĕмĕр. Çав уйăхăн 19-мĕшĕнче вара Чăваш халăх писателĕн Хветĕр Уярăн та 100 çулхи юбилейĕ пулчĕ.

29 Ака, 2014

Чаплă композитора халалланă

Çак кунсенче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн 90-мĕш концерт сезонĕ хупăннă. Концерта, "Савăнăç юррисем" ят панăскере, чăвашсен чаплă композиторĕ А.Г.Орлов-Шуçăм çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Программăна пĕтĕмпех Аристарх Гаврилович çырнă юрăсенчен хатĕрленĕ.

29 Ака, 2014

"Хыпар" хаçат, 2014 ç. ака уйăхĕн 29-мĕшĕ, 79 №

Номерте:
Çур аки хĕрсех пырать
АПКна - патшалăх пулăшăвĕ.
Пĕрре тирпейленипех лăпланатпăр.
"Мехел" талантсене тупма пулăшать.
Çамрăксен театрĕ мĕншĕн пăлханать?
Республикăра çăпата хуçма пĕлекенсем юлнă-и?
29 Ака, 2014

Тĕллевсем пурнăçа кĕреççĕ

Культура çулталăкĕ вăй илсе пырать. Халăх кăмăл-сипечĕпе, ăс-хакăлне ÿстерессипе, канăвне йĕркелессипе çыхăннисем çеç мар, пур тытăмри организаци-предприяти асăннă çулталăкра хăй умне пĕр-пĕр тĕллев лартнах ĕнтĕ. Вăл пур енĕпе те аталаннă хулара вырнаçнă е пĕчĕк ял-салара - кашнийĕ хăйĕн тÿпине хывĕ. Урăхла пулма та пултараймасть.

29 Ака, 2014

Яваплăха туйса

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Федорович Угаслов ертсе пынă делегаци пирĕншĕн сăваплă тăрăха - Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкине çитсе килчĕ.

Çакăнта пурнăçăн анлă сукмакне тухнă аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев ялĕ хăнасене çурхи чĕрĕлĕхпе, чăваш тараватлăхĕпе кĕтсе илнинчен тĕлĕнмелли çук. Делегаци йышĕнче конгресс вице-президенчĕсем В.Л.Клементьев, К.Г.Яковлев, ЧР Культура, Вĕренÿ министерствисен яваплă çыннисем, паллă ăсчахсемпе çыравçăсем пулчĕç.

Pages