Комментари хушас

29 Ака, 2014

Паллă поэт пирки - электрон кăларăм

Культура çулталăкĕ сумлă юбилейсемпе пуян. Ака уйăхĕнче, сăмахран, Аристарх Орлов-Шуçăм композитор çуралнăранпа 100 çул çитрĕ терĕмĕр. Çав уйăхăн 19-мĕшĕнче вара Чăваш халăх писателĕн Хветĕр Уярăн та 100 çулхи юбилейĕ пулчĕ.

Çу уйăхĕ те ку енĕпе "хĕсĕр" мар. Акă уйăхăн пĕрремĕш кунĕнчех Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер çуралнăранпа 120 çул çитĕ.

Паллă çак саманта хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Сăмахран, ЧР патшалăх истори архивĕ "Поэт, писатель, гражданин..." ятпа электрон кăларăм хатĕрленĕ. Унăн презентацийĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультетĕнче иртнĕ. Ун умĕн истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, педуниверситетăн историпе филологи факультечĕн деканĕ А.А.Скворцова, ЧР Культура министерствин архив секторĕн ертÿçи А.Н.Абдюшев, ЧР патшалăх истори архивĕн директорĕ Г.В.Ертмакова сăмах каланă.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.