Культура

7 Çу, 2014

Вулавăшра - паттăрлăх урокĕ

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Наци библиотекинче «Ачалăхăн йÿçĕ ас тăвăмĕ: вăрçă ачисем аса илеççĕ» паттăрлăх урокĕ иртнĕ. Çак куна ахальтен суйласа илмен, шăпах 1945 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Мускав вăхăчĕпе 22.40 сехетре, рейхстаг çийĕн Хĕрлĕ ялав вĕлкĕшме пуçланă.

7 Çу, 2014

Фестивальсен фестивалĕ

Ачасен пултарулăхĕн марафонĕ - Культура çулталăкĕнчи пĕлтерĕшлĕ проект. Вăл темиçе фестивальпе конкурса - ÿнер пултарулăхĕн «Черчен чечексем», юрлас ăсталăхăн «Уçă саслă ачалăх», хореографи коллективĕсен «Сывă-и, тĕнче!», чăваш тĕррин «Çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче», чăваш фольклорĕн «Пĕчĕк çеç путене» - пĕрлештерет.

7 Çу, 2014

Çитĕнекен ăрăвăн хастарлăхĕ

Культура çулталăкĕ вăй илсе пырать. Республикăн культурăпа кану учрежденийĕсенче, вĕренÿ заведенийĕсенче вун-вун мероприяти иртет. Çав шутра - ятарлă фестивальсем, конкурссем, премьерăсем, концертсем. Вĕсене ачасене, çамрăксене ытларах явăçтарма тăрăшнине ырламалла, çитĕнекен ăрура культура никĕсне «хывса» хăвармалла. Çапла тума тăрăшаççĕ те.

6 Çу, 2014

Чиркÿ вырăнне сăвапларĕç

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Сергий Радонежский çветтуй ячĕллĕ собор чиркĕвне тума уйăрнă вырăна сăвапланă тата хĕрес лартнă çĕре хутшăнчĕ. Пархатарлă çак ĕçе Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава ертсе пычĕ, вăлах молебен ирттерчĕ.

Аса илтеретпĕр: 2014 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указне тĕпе хурса Сергий Радонежский çветтуй çуралнăранпа 700 çул çитнине паллă тăваççĕ. Сумлă çак юбилее халалласа пирĕн республикăра та тĕрлĕ мероприяти иртет. Çапах ĕмĕрлĕх асра юлаканни шăпах çак çветтуй ячĕпе хăпартакан собор чиркĕвĕ пулĕ.

6 Çу, 2014

Çĕнĕ палăк умне - чĕрĕ чечексем

Ку монумент - Чăваш Ен хăйĕн паттăрĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнма çĕкленĕ палăк. Çурçĕр Кавказри, Грузипе Абхази, Грузипе Кăнтăр Осети хушшинчи юнлă хирĕç тăрусене, Югославири мирлештерекен миссие 6898 ентеш хутшăннă, çар тивĕçне причакран пăрăнмасăр пурнăçланă. Чылайăшĕн çулĕ çуралнă кĕтесе каялла выртман, 156 çар çыннипе право хуралĕн ĕçченне тăван тăрăха тупăкра илсе килнĕ.

Халĕ пуç хунă тăванĕсене пуç таймалли вырăн пур, вăл "Çĕнтерÿ" мемориал комплексĕнче вырнаçнă. Ăна паян уçрĕç.

Тĕплĕнрех - "Хыпарăн" çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи номерĕнче.

Pages