Культура

8 Çу, 2014

Салтаксен паттăрлăхĕ тухать куç умне...

«Вилĕмсĕр полк» акци çĕр-шыври вун-вун хулара йĕркеленет. Унăн тĕллевĕ - Раççейри кашни çемьене Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асра тытма чĕнсе каласси. Пархатарлă çак акцие чи малтан Томскра ирттернĕ. Фронтра çапăçнă тата тылра ырми-канми ĕçленĕ çынсен сăн ÿкерчĕкĕсене çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче 2 пин çын йăтса утнă.

8 Çу, 2014

1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕ...

Тăватă çул пынă Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи аслă ăру асĕнчен тухмĕ. Чи йывăр тапхăра тÿссе ирттернисем 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшне те манмаççĕ, мĕншĕн тесен вăл - чи кĕтнĕ кун, Аслă Çĕнтерÿ уявĕ. Эппин, Совет Союзĕн çĕрĕ çинчен тăшмана тасатнă, тăнăç пурнăç пуçланнă. Аслă Çĕнтерĕве пĕрисем - вăрçă хирĕнче, теприсем тылра кĕтсе илнĕ. Ун чухне ача-пăча çеç е çамрăк пулнă, халĕ вара «асатте-кукаçи», «асанне-кукамай» тесе чĕннине илтекенскерсен асĕнче çав кун мĕнлерех çырăнса юлнă-ха?

8 Çу, 2014

“Арăм вилнĕренпе юрату çинчен пĕр сăвă та çырăнмарĕ”

Маншăн атте - арçын идеалĕ, пурнăç тĕшшине тупма вĕрентекен, ăс-тăна аталантаракан, чунăма чи çывăх çыннăм. Чылай ыйтăвăн тĕрĕс хуравне тупма пулăшать вăл. Унпа сехечĕ-сехечĕпе калаçма е кунĕ-кунĕпех пĕр сасă кăлармасăр шăппăн ларма пулать. Вăл çумра чухне нихăçан та тунсăхлă мар.

8 Çу, 2014

Мирлĕ пурнăçшăн пуç хунă кашни салтак - ПАТТĂР!

Этемлĕх историйĕнчи чи юнлă вăрçăн хаяр çулĕсенче кăтартнă паттăрлăхăн иксĕлми çути вун-вун çул иртсен те пирĕн пата çитет. Çухатусен ыратăвне тÿссе, мĕн пур вăя пухса, хăйсене хĕрхенмесĕр Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем пурăнмалли ирĕке упраса хăварнă.

8 Çу, 2014

Паттăрлăхĕ халăх асĕнче

Вăхăт малаллах шăвать. Совет халăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 69 çул çитрĕ. Малашлăхшăн, ирĕклĕхшĕн пуç хунисем - мухтавлă, вĕсем вилĕмсĕр. Сталинград хулишĕн пынă хаяр çапăçусенче тăшмансемпе çапăçса çамрăклах пуç хунă тепĕр паттăр - Вăрмар районĕнчи Мăнçырмара ÿснĕ Нина Капитонова учительница.

Pages