Комментари хушас

8 Çу, 2014

Салтаксен паттăрлăхĕ тухать куç умне...

«Вилĕмсĕр полк» акци çĕр-шыври вун-вун хулара йĕркеленет. Унăн тĕллевĕ - Раççейри кашни çемьене Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асра тытма чĕнсе каласси. Пархатарлă çак акцие чи малтан Томскра ирттернĕ. Фронтра çапăçнă тата тылра ырми-канми ĕçленĕ çынсен сăн ÿкерчĕкĕсене çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче 2 пин çын йăтса утнă. Мероприятие Томскри 6 пин çын тухнă.

Пĕлтĕр акцие хутшăнакан йышланнă. Раççейри 150 хулапа облаçра «Вилĕмсĕр полксем» йĕркеленнĕ. Новосибирскра, Екатеринбургра, Красноярскра, Дон çинчи Ростовра, Краснодарта, Пермьре, Чул хулара тата ытти çĕрте акци иртнĕ. Унта пин-пин çын хутшăннă. Вăл Шупашкарта та кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркеленет. Çак проектăн тĕп хуламăрти координаторĕпе Оксана Ачкасовăпа тĕл пултăм. Акци пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăм. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.