Чиркÿ вырăнне сăвапларĕç

6 Çу, 2014

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Сергий Радонежский çветтуй ячĕллĕ собор чиркĕвне тума уйăрнă вырăна сăвапланă тата хĕрес лартнă çĕре хутшăнчĕ. Пархатарлă çак ĕçе Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава ертсе пычĕ, вăлах молебен ирттерчĕ.

Аса илтеретпĕр: 2014 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указне тĕпе хурса Сергий Радонежский çветтуй çуралнăранпа 700 çул çитнине паллă тăваççĕ. Сумлă çак юбилее халалласа пирĕн республикăра та тĕрлĕ мероприяти иртет. Çапах ĕмĕрлĕх асра юлаканни шăпах çак çветтуй ячĕпе хăпартакан собор чиркĕвĕ пулĕ.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн ыранхи, çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи, номерĕнче.

Рубрика: