Культура

25 Ака, 2014

Вилĕмсĕр балетсен çĕнĕлĕхĕ

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 1997 çултанпа Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ иртет. Кăçал вăл ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче вун саккăрмĕш хут уçăлчĕ. Малалла вулас...

25 Ака, 2014

Кĕнекесен асамлă тĕнчинче

Чăваш литератури çĕнĕ сăвă-хайлавпа çулсеренех пуянланать. Ку çеç те мар. Вулавăшсен, кĕнеке лавккисен çÿлĕкĕсем çинче кашни çулах çĕнĕ кĕнекесем курăнаççĕ. Вĕсене «пĕçерсе» кăларакансен, тин тухнă кĕнекесене чи нумай шĕкĕлчекенсен хушшинчи республика конкурсĕ йăлана кĕчĕ. Нумаях пулмасть «Литературăллă Чăваш Ен: чи нумай вуланакан кĕнеке - 2012» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Малалла вулас...

25 Ака, 2014

Хваттер сутса телеканал хута янă

Тĕлĕнмелле тапхăрта пурăнатпăр. Темиçе пин çул каялла пĕлтерĕшлĕ хыпара сарас тесе юлан утçăсен, кăвакарчăнсен вăйĕпе усă курнă, халĕ вара радио е телевизор ямалла çеç. Юлашки çулсенче пĕтĕм тĕнчене эрешмен карти евĕр ярса илнĕ Интернет та çынна хыпарпа туллин тивĕçтерет.

25 Ака, 2014

Эфирта - кăсăклă вун-вун кăларăм

Чăваш наци радиовĕ йĕркеленнĕренпе 5 çул çитрĕ. Радиожурналистсем уйăхсерен 50 передача эфира кăлараççĕ. Çав шутра çамрăксем валли хатĕрленĕ кăларăм та чылай. Вĕсемпе тĕплĕнрех паллашар. Малалла вулас...

25 Ака, 2014

Музыка училищине - амăшне систермесĕр

Шупашкар районĕнче ЧР Пуçлăхĕн стипендине кăçал 23-ĕн тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри - Кÿкеç ял тăрăхĕн культурăпа кану центрĕн режиссер-постановщикĕ Олеся Саксонская. Кунта вăл 2010 çултанпа ĕçлет, «Феерия» вокал студине ертсе пырать. Малалла вулас...

Pages