Культура

22 Ака, 2014

Музей вулавăшĕ пуянланчĕ

Тĕнче уçлăхĕн пĕрремĕш паттăрĕ Юрий Гагарин 80 çул тултарнине халалласа Шуршăлти Космонавтика музейĕ тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕ. Вăл шутра - "Николаев вулавĕсем", "Çĕрĕн пĕрремĕш космонавчĕ" ăслăлăх эрни, "Парне кунĕ"... Музей библиотеки çав кун 135 кĕнекепе пуянланчĕ. Сумлă çак парнене Шупашкарти Оксана Пестовăпа унăн тăванĕсем кÿчĕç. Оксана Романовна хулари 5-мĕш гимназире француз чĕлхине вĕрентет.

22 Ака, 2014

Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи

Çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿллĕ, тивĕçлĕ шайра пăхса ÿстерес ĕçре тăван чĕлхене вĕрентни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕренекенсен пуплевне аталантарасси, ачасене сăмахсемпе вырăнлă та тирпейлĕ усă курма вĕрентесси тата вĕсен сăмах йышне пуянлатасси - тăван чĕлхе вĕрентес ĕçĕн тĕп тĕллевĕсем. Çав тĕлĕшпе «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă тÿпи çав тери пысăк: ача яланах çĕннине, урокра вĕрентменнине, пĕлме тăрăшать. Кăсăк та шÿтлĕ ыйтусем ачасен пуплев культурине ÿстерме пулăшаççĕ, сăмахсемпе тата фразеологизмсемпе, грамматика формисемпе тата синтаксис конструкцийĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентеççĕ.

22 Ака, 2014

"Хыпар", 73 /, 22.04.2014

Чăваш чунлă Уяр
...Хветĕр Уяр вăл, пирĕнпе танлаштарсан, литературăра пачах урăх çыравçă.
Хветĕр АГИВЕР.
 
Тиркекене - тирĕк тĕпĕ
Паян республикăри кашни ялта урçа-хусах пайтах.
Юлия МАРЕЕВА.
 
Пирвайхи юрату манăçман
Пурнăçра лайăххипе усалли черетленессине, шурăпа хура шăрçа евĕр тирĕнсе пырассине шухăшламан та эпĕ.
Веня В.
Шупашкар хули.
 
Христос чĕрĕлнĕ. Чăн чĕрĕлнĕ!
22 Ака, 2014

Христос чĕрĕлнĕ! Чăн чĕрĕлнĕ!

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче çĕрле - ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче ир-ирех Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава Шупашкарти Пукрав Татиана чиркĕвĕнче Христос чĕрĕлнипе çыхăннă уява - Мăн куна - халалласа кĕлĕ ирттернĕ.

Pages