Культура

25 Ака, 2014

Эфирта - кăсăклă вун-вун кăларăм

Чăваш наци радиовĕ йĕркеленнĕренпе 5 çул çитрĕ. Радиожурналистсем уйăхсерен 50 передача эфира кăлараççĕ. Çав шутра çамрăксем валли хатĕрленĕ кăларăм та чылай. Вĕсемпе тĕплĕнрех паллашар. Малалла вулас...

25 Ака, 2014

Музыка училищине - амăшне систермесĕр

Шупашкар районĕнче ЧР Пуçлăхĕн стипендине кăçал 23-ĕн тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри - Кÿкеç ял тăрăхĕн культурăпа кану центрĕн режиссер-постановщикĕ Олеся Саксонская. Кунта вăл 2010 çултанпа ĕçлет, «Феерия» вокал студине ертсе пырать. Малалла вулас...

25 Ака, 2014

Кам вăл пирĕншĕн Яковлев?

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ. Мĕнпе паллă вăл чăваш тĕнчишĕн? Шăпах çак кун, 166 çул каялла, Мăн кун эрнинче, Иван Яковлев çут тĕнчене килнĕ. Виççĕмĕш куннех амăшĕсĕр тăрса юлнă, ашшĕ камне пĕлмесĕр çитĕнекен ача Пахомов чăваш çемйинче кĕтес тупнă.

25 Ака, 2014

Чĕлхене ытларах юратма пулăшать

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕнче, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» иртет. Ăна кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркелеççĕ. Çак акци çинчен РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ, Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлекен депутат Алена АРШИНОВА мĕн шухăшлать-ши? Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл пире телефонпа:

25 Ака, 2014

Ир те, каç та янăрать

Чăваш наци радиовĕ 5 çул каялла Аслă Патриархăмăр Иван Яковлев çуралнă кун, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, пĕрремĕш хут янăраса кайрĕ. Паян вăл 105 FM тата 72.41 УКВ хумсем çинче, Интернетра ntrk21.ru адреспа талăкĕпех калаçать.

Pages