И.Я. Яковлев

25 Ака, 2014

Кам вăл пирĕншĕн Яковлев?

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ. Мĕнпе паллă вăл чăваш тĕнчишĕн? Шăпах çак кун, 166 çул каялла, Мăн кун эрнинче, Иван Яковлев çут тĕнчене килнĕ. Виççĕмĕш куннех амăшĕсĕр тăрса юлнă, ашшĕ камне пĕлмесĕр çитĕнекен ача Пахомов чăваш çемйинче кĕтес тупнă.

21 Ака, 2014

Яковлевпа тăван чĕлхе - пĕр тĕвĕре

Акă уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхин кунĕ. Ун пирки Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕ 1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче йышăну кăларнă. Çак пулăм пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр самантпа пĕр килет, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче халăхăмăрăн çутта кăларуçи Иван Яковлев çуралнă. Чăваш чĕлхи тата Иван Яковлев пĕр çыхăнура тăраççĕ.

21 Ака, 2014

Патриарх умĕнчи пысăк яваплăх

Аслă вĕрентÿçĕ çуралнă хутлăх... Вăл - культурăсемпе тĕнсен тăкăрлăкĕ, чĕлхе тĕлĕшĕпе тĕрлĕ ушкăна кĕрекен халăхсем тĕл пулнă вырăн. Вĕсене мĕн çыхăнтарать? Çак çĕр çинчи тăнăçлăх тата, нумай енĕпе ют пулсан та, çураçупа килĕшÿ пурри.

Кăнна Кушки Теччĕ районне кĕрет. Унта 25 пине яхăн çын пурăнать. Çав шутра: вырăссем - 34,7 процент, тутарсем - 32,7, чăвашсем - 22,7, ирçесем - 9,9 тата ытти халăх çыннисем - 0,6 процент. Районти 75 ялтан 15-ĕшĕ - чăваш ялĕ.