Чĕлхене ытларах юратма пулăшать

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕнче, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» иртет. Ăна кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркелеççĕ. Çак акци çинчен РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ, Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлекен депутат Алена АРШИНОВА мĕн шухăшлать-ши? Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл пире телефонпа:

«Ку акци мана питĕ килĕшет, вăл чăнласах та пурнăçа кĕни пушшех савăнтарать. Акцие йĕркелесе ирттерекенсене - Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне, Чăваш Республикин вĕренÿ институтне, «Хыпар» хаçата, Чăваш наци телерадиокомпанине, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна - ырлас килет. Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - çын хăй чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслемелли лайăх мел. Вăл ытти регионшăн та ырă тĕслĕх пуласса шанатăп. Ку акцие çамрăксем хастар хутшăнасса ĕненетĕп. Диктанта ятарласа уйăрнă вырăнта çеç мар - килте те, ĕçре те, шкулта та çырма май пурри аван: Чăваш наци радионе е телекуравне ямалла та ĕçе пуçăнмалла... Çавăнпа республика тулашĕнче тĕпленнĕ чăвашсем те айккинче тăрса юлмĕç пулĕ тетĕп.

Пĕтĕм чăваш диктантне Чăваш чĕлхи кунĕнче - Иван Яковлев çуралнă кун - çырни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иван Яковлевич халăха çутта кăларас тесе калама çук пысăк ĕç тунă-çке. Паянхи пек акцисене пулах эпир историри паллă пулăмсене тепĕр хут аса илетпĕр, чĕлхене тата тарăнрах вĕренме ăнтăлатпăр. Çакнашкал мероприятисем ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне тăван чĕлхене юратма тата хăйсен тымарĕсене асра тытма пулăшаççĕ - ку вара питĕ пĕлтерĕшлĕ».

Алена Игоревнăн Пĕтĕм чăваш диктантне хутшăнас кăмăлĕ пурри-çуккипе те кăсăклантăмăр: вăл чăвашла вĕренме пуçланине чылайăшĕ пĕлет-çке. «Акцие хутшăнасси-хутшăнаймассине хальлĕхе татсах калаймастăп», - пулчĕ хурав. РФ Патшалăх Думин депутачĕ «çук» тесе хирĕçлеменрен вăл Пĕтĕм чăваш диктантне çыратех пулĕ тесе шанатпăр.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.