Пултаруллисене чысларĕç

Çак кунсенче Чăваш наци библиотекинче «Чи нумай вуланă кĕнеке - 2012» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене палăртрĕç.

Чыслава республикăн тĕп вулавăшĕн директорĕ Светлана Старикова, ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов уçрĕç. Вĕсем пухăннисене кĕнеке уявĕпе тата Чăваш чĕлхин кунĕпе саламларĕç. Мероприятие жюри членĕсем, çыравçăсем, вулакансем, библиотекарьсем, журналистсем хутшăнчĕç.

Çапла вара «Проза» номинацире Улькка Эльменĕн «Упраймарăм сана...» чăвашла кĕнеки, вырăсла çырнисенчен чи нумай сасă пухса Федор Уярăн «Близ Акрамова» роман çĕнтернĕ. «Асамлă йĕрке» номинацире Порфирий Афанасьевăн «Каçхи кăвайт» сăвă кăларăмĕ, вырăслисенчен Любовь Петровăн «И грусть, и радость, и мечты» кĕнеки мала тухнă. «Ача-пăча тĕнчи» номинацире вулакансем Юрий Сементерĕн «Килĕр, килĕр, кайăксем», Светлана Гордеевăн «Веселая карусель - Хаваслă карусель» кĕнекисене ытларах килĕштернĕ. Нелли Петровскаян «Тухатмăшĕ», Анатолий Смолинăн «Асамлă азбуки» лауреат дипломĕсене тивĕçнĕ.

«Кĕнекен тĕп хули» номинацире Комсомольскинчи тĕп библиотека çĕнтернĕ. Вĕсем асăннă конкурса пуринчен те лайăхрах йĕркеленипе палăрнă. Канаш хулинчи тĕп вулавăш вара - асăннă номинацин лауреачĕ. «Чи лайăх буктрейлер» номинацире Элĕк районĕнчи - Питĕшкассинчи, Çĕмĕрлери, Пăрачкаври, Етĕрнери тĕп вулавăшсем мала тухнă.

Кăçал пуринчен нумай кĕнеке вулакансен йышăнче Комсомольскинчи 1-мĕш шкулта вĕренекен Елизавета Зайцева, Муркаш районĕнчи Йÿçкассинчи шкулта ăс пухакан Ирина Федорова, Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмри Вячеслав Михайлов уйрăмах палăрнă. Элĕк районĕнчи Ураскилтри шкулта 7-мĕш класра вĕренекен Ксения Григорьева, Муркаш районĕнчи Ильинкăри пĕлÿ çуртĕнче 7-мĕш класра ăс пухакан Анастасия Иванова, Муркашри пĕлÿ çуртĕнче вĕренекен Ангелина Крючковăпа Анна Зайцева, Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкулта 8-мĕш класра ăс пухакан Елена Тайгильтова конкурс дипломанчĕсем пулса тăнă. Кĕнеке вулама уйрăмах юратакансене, конкурса хастар хутшăнакансене йĕркелÿçĕсем Чăваш наци библиотекин Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Хальхинче вĕсене Ксения Семенова /180 кĕнеке/, Анна Николаева /192 кĕнеке/, Майя Илларионова /118 кĕнеке/ тивĕçнĕ.

Вулав культурине аталантарнăшăн, конкурса хастар хутшăннăшăн Элĕкри тата Муркашри тĕп вулавăшсем те Тав çырăвĕсемлĕ пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене пурне те дипломсемпе, парнесемпе тата кĕнеке пуххисемпе чысларĕç.

Наталия Младшина

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.