Культура

24 Çу, 2014

Литературăри паянхи ял тата хула çамрăкĕн сăнарĕ

Ку таранччен чăвашла пичетленнĕ хулăнрах ĕçсенче - роман-повеçре, новелла- калавра - ытларах халĕ те колхоз тата вăрçă тематики сăнланни палăрать1 . Ятарласа хушаматпах асăнмасан та - «Тăван Атăлăн» кашни номерĕнче тенĕ пекех çакна асăрхатăн.

23 Çу, 2014

"Хыпарăн" шăмат кунхи номерĕнче уйăхра пĕр хут тухакан "Культура" кăларăм кун çути курать.

Унта тĕрлĕ тема хускатă. Л.Атлай ăсчах, сăмахран, çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи тăван литературăри паянхи ял тата хула çамрăкĕсен сăнарне уçса панă. Н.Смирнова журналист Елчĕк районĕнчи историпе тавра пĕлÿ музейĕн ĕçĕпе паллаштарнă. Л.Сачкова çыравçăн "Чакак йăвисемшĕн" калав та вулавçăсене кăсăклантарасса шанатпăр.

23 Çу, 2014

Спектакль хыççăн çуралнă шухăш

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче çак кунсенче сцена çине çĕнĕ ĕç - Алексей Писемскин "Горькая судьбина" пьесипе лартнă "Синкерлĕ шăпа" спектакль - тухрĕ. Ăна Наталия Сергеева режиссер лартнă, художникĕ - Светлана Зверева. Пьесăна Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер куçарнă.

Pages