Культура

28 Çу, 2014

Палăка пограничниксене халалланă

Ĕнер пограничниксем хăйсен уявне анлăн паллă тунă. Шăмăршăсем çав кун чикĕ сыхлавçисене халласа лартнă палăка уçнă. Ăна салари кану паркĕнче вырнаçтарнă.

Палăка спонсорсен тата пограничниксен çарĕнче пулнисен укçи-тенкипе çĕкленĕ. Ырă çак ĕçĕн пуçаруçи тата йĕркелÿçи - Шăмăршă районĕнчи "Пограничное братство" общество организацийĕн председателĕ Е.Сетриванов. Палăка савăнăçлă лару-тăрура уçма Мускавпа Шупашкар хулисенчен килнĕ пысăк хăнасем те хутшăннă. Кану паркĕнчи çак вырăна шкул ачисемпе çамрăксем питĕ килĕштереççĕ.

28 Çу, 2014

Пире чăваш сăпкинче сиктернĕ

"Историсĕр йăласем çук, йăласемсĕр культура çук, культурăсăр воспитани çук, воспитанисĕр ăс-хакăл пуянлăхĕ çук, ăс-хакăл пуянлăхĕсĕр уйрăм çын çук, уйрăм çынсăр халăх çук", – тенĕ Волков академик.

28 Çу, 2014

Ял - пултарулăх лаççи

Мĕнле художникăн вăтăр ытла картини Мускаври Третьяковка галерейинче упранать тетĕр? Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Иванович Миттовăн. Сумлă ÿнер лаççинче ытти чăвашсен ĕçĕсем те пур, анчах Миттова çитекенни çук.

80 çултан иртнисенчен темиçе кĕнеке çырса кăларакан, тăрăшсах истори картинисем ÿкерекен çынсем пур-и сирĕн ялта? Сиккассинче пур.

28 Çу, 2014

Ашшĕ-амăшне кура

Кăçалхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен «Успешная семья Приволжья – 2014» фестиваль-конкурс иртет. Пĕлтĕр унта округри пур регионтан 25 çемье хутшăннă, вĕсен йышĕнче нумай ачаллисем – 21, ача усрава илнисем – 4.

Мероприятие Киров хулинче йĕркелеççĕ. Ку тĕлĕшпе асăннă тăрăх пысăк опыт пухнă. Ахальтен мар кунта 16 çул «Ее Величество – Семья» фестиваль-конкурс иртет.

28 Çу, 2014

Ăнăçлисене Кировра кĕтеççĕ

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнчи Адюковсен çемйипе вулаканăмăрсене хамăрăн страницăра тĕплĕн паллаштарнăччĕ. Вĕсем республикăра "Çулталăк çемйи - 2013" конкурсăн çĕнтерÿçисем пулнăччĕ. Çак кунсенче туслă кил-йыш федерацин Атăлçи округĕнче иртекен "Атăлçин ăнăçлă çемйи - 2014" конкурс-фестивале хутшăнма каймашкăн хатĕрленет.

Pages