Культура

30 Çу, 2014

«Асанне арчи» - пуласлăх сăпки

Чăваш ялĕнчи кашни килте йывăçран ăсталаса тимĕрпе эрешленĕ арча упранать. Мĕнле кăна тупра çук-ши унта? Ахах-мерченпе, тенкĕсемпе илемлетнĕ тухья, хушпу, масмак, тевет, çуха, енчĕк, алка, шÿлкеме, ама, çум çакки, хÿре, сурпан, пиртен çĕленĕ туй тумтирĕ, хĕр-упраçпа хĕрарăмăн, арçыннăн çуллахи тумĕ...

30 Çу, 2014

Пуля айĕнчи интервью

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паллă журналист тата çыравçă Федот Александрович Çитта çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тума вăл çуралса ÿснĕ яла – Патăрьел районĕнчи Йăлăма - халăх нумайăн пухăнчĕ: ял çыннисем, тăванĕ-хурăнташĕ, район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, Иван Майоров, Шупашкартан паллă журналистсемпе çыравç

29 Çу, 2014

Культура çулталăкне халалланă мероприятисем йышлансах пыраççĕ

Юлашки тапхăртисенчен пысăк пайĕ, тĕпрен илсен, халăхсен хушшинчи VII Шупашкарти кинофестивальпе çыхăннăччĕ. Тĕп хулари пур кинотеатрта тенĕ пекех иртрĕç унпа çыхăннă ĕçсем. Мероприятисене пин-пин çын çитсе курчĕ. Шупашкарсем çеç мар, Патăрьелсемпе Хĕрлĕ Чутайсем те паллашрĕç кинофестиваль хăнисемпе.

29 Çу, 2014

Анаман Алена: Атăлçири Жанна д ,Арк

«Атаман» сăмаха чăвашлатса «утаман» тетпĕр те – унăн пĕлтерĕшĕнчен пăрăнатпăр. Те утă çулакансен, те утă вăрлакансен, те утă сыхлакансен пуçлăхĕ пирки сăмах пынăн пулса тухать. «Атаман» – тĕрĕк сăмахĕ, пĕлтерĕшĕ – «атте манăн».

Pages