Культура

23 Çу, 2014

"Хыпарăн" шăмат кунхи номерĕнче уйăхра пĕр хут тухакан "Культура" кăларăм кун çути курать.

Унта тĕрлĕ тема хускатă. Л.Атлай ăсчах, сăмахран, çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи тăван литературăри паянхи ял тата хула çамрăкĕсен сăнарне уçса панă. Н.Смирнова журналист Елчĕк районĕнчи историпе тавра пĕлÿ музейĕн ĕçĕпе паллаштарнă. Л.Сачкова çыравçăн "Чакак йăвисемшĕн" калав та вулавçăсене кăсăклантарасса шанатпăр.

23 Çу, 2014

Спектакль хыççăн çуралнă шухăш

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче çак кунсенче сцена çине çĕнĕ ĕç - Алексей Писемскин "Горькая судьбина" пьесипе лартнă "Синкерлĕ шăпа" спектакль - тухрĕ. Ăна Наталия Сергеева режиссер лартнă, художникĕ - Светлана Зверева. Пьесăна Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер куçарнă.

23 Çу, 2014

Наци кинематографĕн çулĕ такăрланĕ-и?

Наци библиотекинче наци киностудийĕсен фильмĕсен конкурсĕн председателĕ Елена Стишова, Сергей Анашкин кинокритик журналистсемпе, киноискусство ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç, наци кинематографĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç.

"Çавра сĕтеле" якутсен пултарулăх ушкăнĕ те хутшăнчĕ. Вĕсем конкурса темиçе фильм тăратнă. Пахалăхĕ те начар мар, Шупашкар çыннисене те килĕшнĕ вĕсем. Якут кинематографĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ теме май пур.

Якутсене çине-çине ÿкерме мĕн хистет?

Тĕплĕнрех - шăмат кунхи кăларăмра.

23 Çу, 2014

Мĕн пур фильма курма май çук

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери VII кинофестиваль уçăлчĕ. Вăл ыран хупăнĕ. Унăн президенчĕ яланхиллех - Раççей халăх артисчĕ, «Мосфильм» киноконцернăн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров.

Pages