Пуля айĕнчи интервью

30 Çу, 2014

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паллă журналист тата çыравçă Федот Александрович Çитта çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тума вăл çуралса ÿснĕ яла – Патăрьел районĕнчи Йăлăма - халăх нумайăн пухăнчĕ: ял çыннисем, тăванĕ-хурăнташĕ, район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, Иван Майоров, Шупашкартан паллă журналистсемпе çыравçăсем Арсений Тарасов, Василий Кервен, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем тата ыттисем те.

Чăваш халăх артистки, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актриси Валентина Ситова Хĕветĕр Çиттан пултарулăхне çине тăрса тĕпченĕ, архивсенче, библиотекăсенче кирлĕ материал шыранă. Вăл тĕпчесе пухнă материалсем «Тăван Атăл» журналăн çитес номерĕсенче кун çути курмалла.

Фронтовик-çыравçăна асра тытса, унăн ятне вилĕмсĕрлетме тăван килĕн /халĕ унта В.Ситова амăшĕпе шăллĕн çемйи пурăнать/ хапхи çинче Асăну хăми уçрĕç.

Çĕнĕ Ахпÿртре пурăнакан Лидия Майорова Федот Ситова вăрçа ăсатнă саманта питĕ лайăх ас тăвать: «Федот Ситов манăн аттепе пĕр тăван пулнă. Вăл çÿллĕ те яштака, хура куçлă çамрăкчĕ, илемлĕччĕ. Пирĕн Валя Ситова ăна хывнă. Валя вара - шăллăмăн хĕрĕ. Федот килтен тухса каяс умĕн çапла каларĕ: «Курайăпăр-и текех, çук-и, пĕлместĕп», – терĕ. Урама тухрĕ те каялла çаврăнса мана тепре çĕклесе илчĕ, «Эсĕ пысăк пул!» – тесе хăварчĕ. Вăл Вăрмар районĕнчи Чупай ялĕн хĕрне качча илнĕччĕ. Аннăпа иккĕшĕ те вăрçа пĕрле тухса кайрĕç, фронтра пĕрле çапăçнă», – çапла каласа пачĕ вăл.

Район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов сăмах илчĕ: «Патăрьел районĕнче паллă çыравçă сахал мар çуралса ÿснĕ. Митта Ваçлейĕ, Геннадий Айхи, Федот Çитта тата ыттисем те. Паян эпир фронтра паттăрла çапăçса пуç хунă Федот Ситовăн ятне чысласа çамрăк ăрăва унăн ырă сăнарĕпе хавхалантаратпăр, ял-йышпа хисеплесе сума сăватпăр», – терĕ.

Каç кÿлĕм культура çуртне пĕтĕм ял пухăнчĕ. Валентина Ситова Хĕветĕр Çиттан пултарулăхĕпе пурнăçĕ çинчен хăй тĕпчесе пĕлнĕ материалсемпе паллаштарчĕ, унăн вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ: «Федот Ситов çамрăклах нумай вулама-пĕлме тăрăшакан çын пулнă. Вун ултă çултах вăл колхоза кĕнĕ. Вăрçа кайиччен республикăри «Чăваш коммуни» «Хатĕр пул», «Пионер сасси», «Сунтал» тата ытти хаçат-журналта статья-калав пичетленĕ. 1934 çулта унăн «Ешĕл вăй» кĕнеки пичетленнĕ. Парти обкомĕ ăна Ленинграда журналистика институтне вĕренме янă, ун хыççăн вăл Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче ĕçленĕ. 1938 çулта ăна çара илнĕ. 1941 çулхи çу уйăхĕнче тăван яла курма килсе кайнă. Вăл кайсан кăшт вăхăтранах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Фронтра - вăл политрук, çар журналисчĕ. Ленинград çывăхĕнчи, Красный Бор патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă. Çапăçури паттăрлăхшăн ăна II степень Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин орденĕпе, медальсемпе наградăланă. Федот Ситов фронтри салтаксенчен интервью илнĕ, хаçатра пичетленĕ. Пĕррехинче, çапăçу хирĕнчен таврăннă чухне, аманнă. Госпитальте ăна операци тунă, арăмĕ те операцие хутшăннă, анчах çăлса хăварайман. 1944 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче вăл куçне хупнă».

Асăну каçĕнче артистсем «Икĕ каччăн пĕр шухăш» спектакль кăтартрĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.