Комментари хушас

30 Çу, 2014

«Асанне арчи» - пуласлăх сăпки

Чăваш ялĕнчи кашни килте йывăçран ăсталаса тимĕрпе эрешленĕ арча упранать. Мĕнле кăна тупра çук-ши унта? Ахах-мерченпе, тенкĕсемпе илемлетнĕ тухья, хушпу, масмак, тевет, çуха, енчĕк, алка, шÿлкеме, ама, çум çакки, хÿре, сурпан, пиртен çĕленĕ туй тумтирĕ, хĕр-упраçпа хĕрарăмăн, арçыннăн çуллахи тумĕ...

Çав арчана чăваш юратса «асанне арчи» тет. Çавăн пек арча пирĕн килте те пурччĕ. Ас тăватăп-ха: ача чух ăна асаннепе, аннепе, аппасемпе, аттен йăмăкĕпе пĕрле уçса унти япаласене тăхăнса пăхнине, алăпа тытса киленнине, çав тума аслисем вăййа тăхăнса тухнине. Ĕлĕкрен упраннă япаласене алла тытсан чун савăнатчĕ, асамлă шевлесемпе çуталатчĕ, сурпан, тутăр çинчи тĕрĕсене курсан вара чунра темĕн пăчăртанса чĕпĕтетчĕ, куçран çут куççуль юхасси патнех çитетчĕ. Ун чух ăспа çав туйăмăн пĕлтерĕшне ăнлансах та кайман пуль. Çулсем иртсен çеç асанне арчи пире аваллăхпа çыхăнтаракан вăчăра пулнине ăнланса илнĕ. Асанне арчине манăн ытарлăн: «Чун сăпки», - тесе те калас килет.

Çапла, несĕлсен арчара упранакан пуç капăрĕ-эрешĕсем, кĕпи-саппунĕсем пире паян çак çĕр çинче чăваш пулсах пурăнма пулăшаççĕ, хамăр тымарсене сĕткен парса чĕртеççĕ, пулас ăрусене аваллăхпа мăнаçланма май туса параççĕ. Çÿлерех асăннине шута илсе Шупашкарти «Нарспи» клуб «Асанне арчи» проектпа Шупашкар хула администрацийĕ ирттернĕ «Общество хаклавĕ - 2011» конкурсра «Тăван çăл куç» номинацире 1-мĕш вырăн йышăнса премие тивĕçнĕ. Çак проектпа килĕшÿллĕн «Нарспи» клуб ĕçченĕсем чунпа çеç мар, наципе те пурте чăвашсем, виçĕ çулта ятарлă 20 ытла урок ирттернĕ. Ача сачĕсемпе, шкулсемпе тата ытти тĕрлĕ организаципе çыхăнса вырăна тухса та, клубра та тĕл пулусем йĕркеленĕ. Кăçал çеç «Асанне арчипе» тĕп хулари 1-мĕш гимнази, Шупашкарти Мускав районĕнчи реабилитаци центрĕ, 158-мĕш ача сачĕ тата Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан куç курманнисен ятарлă интернат шкулĕнче ăс пухакан ачасемпе ĕçченĕсем паллашма пултарнă.

Мĕн-ха вăл «Асанне арчи»? «Нарспи» клуб ертÿçи Л.Малина-Константинова маçтăрсене йывăçран ятарлă арча ăсталаттарнă, тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа сăрласа илемлеттернĕ. Арчана вара халăх ăсти ята тивĕçнĕ Лидия Евсеевна хăй аллипе çĕлесе, эрешлесе, тĕрлесе илемлетнĕ тухья-хушпупа, масмак-теветпе тата асламăшĕнчен упранса юлнă пир кĕпесемпе, сурпансемпе, тутăрсемпе, турăш кĕтессине хитрелетсе çакакан питпе ал шăллисемпе тултарнă. Пуян тупраллă çав арча «Нарспи» клубăн залĕнче упранать. Кашни тĕл пулурах ăна яр уçса унти япаласене типтерлĕн кăларса сĕтел çине хураççĕ. Хула ачисем çак япаласене тăхăнса пăхса, алпа тытса киленеççĕ. Клуб ĕçченĕсем кашни тĕл пулăва ятарласа хатĕрленеççĕ. Пулас уявăн сценарине Алиса Лукина - «Сарпике» халăх ташă ансамблĕн ертÿçи - çырать. Мероприятин тĕп тĕллевĕ: ачасене тăван культурăпа, халăх историйĕпе паллаштарасси. Николай Пыркин - «Нарспи» халăх юрăпа ташă ансамблĕн аккомпаниаторĕ - сценарипе килĕшÿллĕн юрă-кĕвĕ пуçтарать, асăнмалăх сăн тата фильм ÿкерет. Еленăпа Михаил Тереховсем, «Нарспи» халăх юрăпа ташă ансамблĕн балетмейстерĕсем, чăваш ташшин шалти черченлĕхне асăрхама, ташлама вĕрентеççĕ. «Нарспи» халăх юрăпа ташă ансамблĕн хормейстерĕ Иосиф Александров уява пухăннă пĕчĕк хăнасене чăваш юррисен илемĕпе çепĕçлĕхне туйма тата юрлама хăнăхтарать. Проект сценарийĕпе килĕшÿллĕн тĕл пулусене профессионал сăвăçсемпе юрăçсене, артистсене те йыхравлаççĕ.

Çак кунсенче Культура çулталăкне халалланă уява «Нарспи» клуба килсе курма эпĕ те тивĕçрĕм. Хальхинче чăвашлăхпа хĕрÿлленсе çунакан клуб ĕçченĕсем япăх куракан ачасене йыхравланăччĕ. Ятарлă сценарие интернат шкула малтанах ярса панă. Хĕр ачасемпе арçын ачасене сăвă пăхмасăр вĕренме пулăшаканĕсем - пултаруллă вĕрентекенсем. Уяв пуçлансанах шăпăрлансемпе пĕрле ура çине тăрса малтан Илле Тукташ сăввипе Герман Лебедев кĕвĕленĕ республика гимнне итлерĕмĕр, пĕрле юрларăмăр. Унтан ачасем пухăннисене чăвашла тата вырăсла патшалăх символĕсемпе паллаштарчĕç, ăстасемпе пĕрле чăваш ташшине ташлама хăнăхрăмăр. Эпĕ те пĕчĕк тусăмсене «Алфавит» кĕнекемри сăвăсене вуласа патăм. Ачасем хăйсенче чăваш юнĕ юхнине чĕрепе туйччăр тесе клуб ĕçченĕсем хĕр ачасене «Асанне арчинчен» кăларнă масмаксем çыхса ячĕç, арçын ачасене вара чăваш кĕпи тăхăнтартрĕç. Ачасем арчаран илнĕ тупрапа паллашнă вăхăтри пĕр самант вара халĕ те куç умĕнчех. Чипер хĕр ача пуçне çыхнă масмака куçĕ япăх куракан арçын ача малтан аллипе тытса тĕрĕслерĕ, унтан чăтаймасăр эреш енне туртăнса шăрçасемпе тенкĕсене шăршласа пăхрĕ. Хумханнипе чунăм пăчăртанса илчĕ, пыр тĕпне йÿçек чăмакки капланса килчĕ. Айккине пăрăнса аслисене вун-вун интереслĕ ыйту парса тĕрĕс хурав итлекен ачасем çине пĕр хушă тинкерсе лăплантăм.

...«Нарспи» клубран киле çĕкленÿллĕ кăмăлпах тухса утрăм. Çакнашкал тĕл пулу-уявсем ачасене тăван халăх шăпипе тарăнрах паллашма, несĕлсен историйĕпе, культурипе, ташши-кĕввипе, йăли-йĕркипе çывăхрах туслашма, паянхи Чăваш Ен мĕнлерех аталаннине пĕлме, курма, сăнама, республикăра пурăнакан ытти халăхпа туслă пурăнмаллине ăнланма май туса параççĕ. Майне пĕлсе акакан вăрлăх яланах тухăçлă çимĕç параканччĕ. Çак чунлăх вăррине черченкĕ чуна-тăпрана вырнаçтаракансене вара чун-чĕререн тав сăмахĕ калатăп. Çут çанталăк, пурнăç саккунĕнчен иртейместĕн: мĕн акан - çав шăтать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.