Ăнăçлисене Кировра кĕтеççĕ

28 Çу, 2014

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнчи Адюковсен çемйипе вулаканăмăрсене хамăрăн страницăра тĕплĕн паллаштарнăччĕ. Вĕсем республикăра "Çулталăк çемйи - 2013" конкурсăн çĕнтерÿçисем пулнăччĕ. Çак кунсенче туслă кил-йыш федерацин Атăлçи округĕнче иртекен "Атăлçин ăнăçлă çемйи - 2014" конкурс-фестивале хутшăнма каймашкăн хатĕрленет.

Çемье хаклăхĕсемпе ырă йăли-йĕркине сарас тĕллевлĕ çак мероприятие Киров хулинче йĕркелеме шут тытнă. Обществăра ырă ят çĕнсе илнĕ, наци тата çемье йăли-йĕркине упраса пурăнакан, ачи-пăчине сывă та йĕркеллĕ çитĕнтерме условисем тăвакан çемьесене ахальтен мар çак хулара пухма йышăннă. Кировра ăна 16-мĕш хут ирттереççĕ.

Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче уçăлакан "Атăлçин ăнăçлă çемйи - 2014" çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕччен тăсăлĕ. Унта округри кашни регионах хутшăнĕ. Çемьесем конкурсра тупăшнисĕр пуçне экскурсисенче те пулĕç. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун, Асамлă вăйăсенче савăкланĕç. Ăнăçлă çемьесемшĕн фестивальте культурăпа ÿнер ĕçченĕсемпе тĕл пулнипе те кăсăклă пулĕ, асра юлĕ. Анлă мероприятие Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич та çитсе курма тĕллев тытнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.