Пире чăваш сăпкинче сиктернĕ
"Историсĕр йăласем çук, йăласемсĕр культура çук, культурăсăр воспитани çук, воспитанисĕр ăс-хакăл пуянлăхĕ çук, ăс-хакăл пуянлăхĕсĕр уйрăм çын çук, уйрăм çынсăр халăх çук", – тенĕ Волков академик. Пушкăртстан чăвашĕсен 3-мĕш съездĕнче (вăл Ф.Гаскаров ячĕллĕ патшалăх академи ансамблĕн залĕнче иртрĕ) ларнă чухне çав сăмахсем пуçа килчĕç. Ентешсен ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ, шухăш-кăмăлĕ çĕкленÿллĕ. Пĕрлĕх Канашне ертсе пыма каллех Валерий Александрович Сидорова шанчĕç. Тăван халăхăмăршăн пĕтĕм чун хавалне парса тăрăшакан çын, Пушкăртстан тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Съезда хутшăннисен тата хăнасен хăш-пĕр шухăшне илсе кăтартас терĕмĕр, Валерий Александрович çинчен кĕскен те пулин каласа пани те вырăнлă.
Владимир Яковлев, Пелепейри чăвашсен Канашĕн ертÿçи:
– Халăхăмăрăн чи хастар çыннисене пĕрле пухăнса канашлама май туса панăшăн республика влаçĕсене чĕререн тав тăвас килет. Хатĕрленÿ ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра ирттерме халăх хăват пачĕ пире. Пурнăçра мĕнле-ха? Çынна малтан питне пăхса хаклатпăр, халăха вара ун çирĕплĕхĕпе туслăхне кура сăвап тăваççĕ. Халăх пичĕ шăпах çавă пулчĕ.
Пысăк ĕç пĕчĕккинчен пуçланать. Ака уйăхĕнче Пелепей хулинче Пушкăртстан çамрăкĕсен "Силпи асамачĕ" культура фестивалĕ иртрĕ. Кашни мероприяти валли вырăнти администраци те, республика культура министерстви те укçа тупатех. Вĕсен пулăшăвĕ яланах вырăнлă. Хусана пур районсенчен 240 ача (çиччĕрен пуçласа вун сакăр çулхисем) пуçтарăннă. Мĕнле пысăк савăнăç кÿчĕç вĕсем. Сакăр районти 24 ялтан килнĕ ача-пăча пултарулăхне пысăк хак пачĕç.
Обществăлла ĕç вăхăта тата вăй-хала нумай илнине пĕлетĕр. Мăшăр тепĕр чухне кăмăлсăрланнине сисетĕп-ха. Вара çапла калатăп: "Чунăмçăм, эпĕ саншăн, çемьешĕн пурăнатăп, ку ĕç – тăван халăхăмăршăн. Пире чăваш сăпкинче лăпкаса ÿстернĕ, уншăн тăрăшмаллах".
Паллах, фестиваль е Акатуй – пĕччен-иккĕн тумалли ĕç мар. Рудольф Матвеевич Павлов çыравçă кашни пуçарăва чунне хывать. "Урал сасси" хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Николаевич Михайлов пирĕн ĕç-хĕле çутатнисĕр пуçне хăй нумай ырă шухăша пурнăçа кĕртрĕ. Район администрацийĕн специалисчĕ Нина Константиновна Никитина епле сатур хĕрарăм. Ансамбль репетицийĕсене сиктермест, пирĕн Канаш ларăвĕсене те хутшăнать тата ыт. те. Шухăшлатăп та, хĕрарăма килти ĕçрен туртса кăларма епле йывăр: мăшăрĕ, ачи-пăчи. Тепĕр маттур хĕрарăм – Светлана Моисеевна Прокопьева. Питĕ ĕçчен те кăмăллă чунлăскер. Вĕсем пуртан эпир паян ентешсемшĕн чăннипех усăллă ĕç тунине туятпăр, мăнаçланатпăр.
Людмила Мурманская, РФ çут ĕç отличникĕ, Пушкăртстан вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
– Çулталăк пуçламăшĕнче ПР Вĕрентÿ аталанăвĕн институтĕнче "Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçре çĕнĕ технологисемпе усă курасси" темăпа семинар йĕркелерĕç. Вĕт-шакăра тăван чĕлхепе калаçма ача сачĕсенченех пуçласси çинчен хĕрÿ калаçу пулчĕ. Чăн та, лару-тăру çапларах: пĕрремĕш класа килекен ача-пăча чăвашла пачах пĕлмест, çавна пула шкулти вĕрентÿ пахалăхĕ чакать.
Кадр ыйтăвĕ çивĕч. Паянхи кун шкулсенче 14 вĕрентекен ятарлă пĕлÿсĕр ĕçлет. Çамрăксем педагогика аслă шкулĕсенчен сивĕнни нумай сăлтавпа çыхăннă ĕнтĕ. Халь пурне те асăнмăп.
Оптимизаци юхăмĕ чăваш шкулĕсене те пырса тиврĕ. Элшей, Çтерлĕ, Мияки, Пишпÿлек тата Пелепей районĕсенче хăш-пĕр шкул хупăнчĕ. Влаçрисем çак утăма ача йышĕ сахалланнипе ăнлантараççĕ.
ЧР Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Ĕпхÿ хулине килсен Пушкăртстан Президенчĕпе Р.З.Хамитовпа тĕл пулни асра. Регионсенче нацисен культура уявĕсене ирттересси çинчен калаçса татăлчĕç. Халăхăмăрăн пуянлăхне – паллă ăсчахсемпе çыравçăсене, журналистсемпе артистсене ытларах курасчĕ кунта. Хамăрăн та тăван кĕтесе тухса çÿресчĕ. Ман Шупашкара ытларах ачасене илсе каяс килет. Çуллен Чăваш Енри "Кĕрен парăс" кану лагерьне темиçе ушкăн ăсатни çителĕксĕр. ЧР тĕп хулинче пачах пулса курман, анчах ĕмĕтленекен ача мĕн чухлĕ!
Пушкăртстан чăвашĕсен Канашĕн ертÿçи Валерий Сидоров хăйĕн пурнăç çулĕ çинчен:
– Пелепей чăвашĕ эпĕ. 1954 çулта çуралнă. Çут тĕнчене Константин Иванова парнеленĕ тăрăх. Асатте çемйинче 12 ача пулнă, атте çемйинче – пилĕк шăпăрлан. Асатте 96 çул пурăнчĕ, ун шăллĕ – 98. Куратăр ĕнтĕ, тымарсем тĕплĕ пирĕн.
Ялти шкул хыççăн Ĕпхÿри педагогика училищинче пĕлÿ пухрăм, пуçламăш классен вĕрентекенĕн дипломне илтĕм. Хайхи хамăр яла ĕçлеме ячĕç те, пăхатăп – ман ÿсĕмри яшсем пурте çара каяççĕ. Ĕлĕкрех хĕсметре пулманнисене ял халăхĕ хисеплемен, вара эпĕ те ыттисенчен ÿксе юлас мар тесе çара тартăм. Чăнласах çапла. Китай чиккинче, Амур облаçĕнче иртрĕ служба. Тамань çур утравĕнчен "Чикĕ çарĕсен отличникĕ" паллăпа çитрĕм Пелепее.
Асăл шкул пĕтерес шухăш унчченех çуралнă. Ĕпхÿри патшалăх университечĕн математика факультетĕнче пилĕк çул лайăх ĕлкĕрсе пынă, çав вăхăтрах комсомол ĕçне хутшăннă. Факультет комсоргĕ – обществăпа политика пурнăçĕнчи пĕрремĕш опыт.
Ĕç биографийĕ Димитровка ялĕнчи вăтам шкултан пуçланчĕ. Малтан – вĕрентекен, унтан завуч, шкул директорĕ. Ĕпхÿрен инçе мар вăл ял. Унта чылай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн ПР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, СССР вĕрентÿ отличникĕ ятсем пачĕç. 1999 çулта вырăнти муниципалитета (район канашĕ) депутатсем суйларĕç. Эпĕ те хутшăнтăм. Çавăнтанпа Ĕпхÿ район Канашĕн секретарĕнче вăй хуратăп. Пурĕ 89 ял. Çынсен кулленхи ыйтăвĕсене татса парасси – хăйне евĕр кăсăк. Пирĕн тăрăхра Раççейĕпе паллă "Алексеевский" хуçалăх вырнаçнă. Икĕ кайăк-кĕшĕк фабрики республика продукцийĕн 30 процентне туса кăларать. Экономика тĕрекленнипе ял çыннисен социаллă ыйтăвĕсем валли укçа ытларах уйăратпăр.
Арăм ман тутар хĕрĕ. Ывăл – нефтяник, хĕр ача – экономист.
Николай Угаслов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ:
– Чăвашсемшĕн чи йышлă пурăнакан Пушкăртстан тĕп хулинче эпĕ пĕрремĕш хут. Съездра пĕрлĕх Канашĕн ĕçне лайăх хак пачĕç. Ăнăçу сире.
Тутартсан чăвашĕсен пĕрлĕхĕ ытти регионсемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Ӳстерсе калани çук кунта. Пĕр-пĕрне ăнланса, пĕтĕçÿллĕ ĕçлекен çирĕп команда пухнă, кашни тытăм хăйĕн тивĕçĕсене лайăх пĕлет. Çынсен, ертÿçĕсен, яваплăхĕ пысăк тесе калаттăм. Кирлĕ чухне укçине те тупаççĕ. Çавăнпа вĕсен ĕçĕ курăмлă.
Пĕрлĕх ертÿçи Геннадий Яковлев каланă тăрăх – çаврăнăçулăх кирлĕ. Пĕр тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Нумаях пулмасть "Чăваш шăпчăкĕ" конкурс ирттернĕ. 23 регионтан килнĕ 460 çынна хăйсен шучĕпе хăна çуртне вырнаçтарнă, апатлантарнă. Укçи пĕлĕтрен татăлса анмасть-çке. Паллах, пысăк ĕçсенче патшалăх пулăшăвĕсĕр май килмест, çапах хăйсем тупаççĕ. Тĕрлĕ грант çĕнсе илнĕ укçа çавăнта каять, предпринимательсемпе çыхăну аван. Кашни хулапа район мĕнле мероприяти йĕркелеме хевте çитерессине маларах шута илнĕ. Экономика хăвачĕпе палăрса тăраканнисем анлăрах та пĕлтерĕшлĕрех акцисене хăйсем çине илеççĕ.
Оренбург чăвашĕсен ĕçĕнче те ырри сахал мар.
Çавăн пек ĕçлесе пырсан эпир хамăр умри тĕп тĕллеве – чăваш халăхĕн эткерлĕхне упраса хăварассине, ăна хăтлă кун-çул туса парассине – пурнăçа кĕртĕпĕр.