Спектакль хыççăн çуралнă шухăш

23 Çу, 2014

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче çак кунсенче сцена çине çĕнĕ ĕç - Алексей Писемскин "Горькая судьбина" пьесипе лартнă "Синкерлĕ шăпа" спектакль - тухрĕ. Ăна Наталия Сергеева режиссер лартнă, художникĕ - Светлана Зверева. Пьесăна Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер куçарнă.

Спектакльти ĕç-пуç 19-мĕш ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче пулса иртет. Ананий хресчен Питĕрте ĕçлесе пурăнать, анчах тăван ялĕпе тытакан çыхăну та çирĕп-ха. Мăшăрĕпе, ача "çуратайманскерпе", юрату пирки сăмах хускатса курман. "Выçă лармасть, çĕтĕк çÿремест - тата мĕн кирлĕ"- çапла шухăшлать арçын. Йăнăшнă-мĕн. Лизавета илĕртÿллĕ, хĕрÿллĕ хĕрарăм, юратушăн ăнтăлакан чун пулнине пуян улпут асăрханă. Хутшăнусем çирĕпленнĕ, ача та çуралнă...

Мĕн пĕлтерĕшлĕ пурнăçра? Хырăм тутă пулни çеç-ши? Акă мĕнле шухăшсем çуралаççĕ спектакльпе паллашнă хыççăн.

 

Рубрика: 
Теги: