Комментари хушас

24 Çу, 2014

Хавхалану хавалĕн вертикалĕ

/Анатолий Васан çуралнăранпа 80 çул çитрĕ/

Анатолий Васильевич Васан /04.05.1934-17.10.1996/ хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине «Хавхалану хавалĕ» ят панă /Шупашкар, 1987/. Хавхалану хавалĕ - Васан пурнăçра тата пултарура хăйне епле тытнине /стратегия поведения/ тĕпрен палăртакан ăнлав, вăрттăн тупсăм. «Сăпайлăччĕ, пысăка хумастчĕ вăл хăйне. Çав вăхăтрах хăй хакне те пĕлетчĕ. Васкамасăр, шухăшне лайăх йĕркелештерсе калаçатчĕ. Кирек хăçан та хăйне çÿлти шайра тытнă», - М.Я.Сироткина халалланă «Пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр» /1984/ тĕрленчĕкре Васан хăй пирки каланă тейĕн. Михаил Яковлевичпа Анатолий Васильевич сăнĕ-сăпачĕпе те пĕр пекрех /пĕр психофизиологи тип/.

«Анатолий Васильевичăн шалти мăнаçлăхĕ пурччĕ, - аса илет В.П.Станьял. - Вĕлтĕртетсе çÿремен. Вăраххăн, хулăн сасăпа калаçатчĕ. Ун патне пĕчĕк ыйтупа пыран - вăл сана пысăк ĕç çинчен ăнлантарнă пек ăнлантарать. Вăл хăйне академик пек тытатчĕ».

«Анатолий Васильевич хăйне епле тытни унăн шалти ĕненĕвĕнчен тухать пулмалла, - тет Г.И.Федоров критик. - Васкамасăр утатчĕ. Ыйтăва тĕпĕ-йĕрĕпе çутатма, пур енлĕн шайлаштарса пăхма, виçме тăрăшатчĕ».

Анатолий Васильевич кĕлеткипе начаркка та хытканччĕ. П.П.Фокин 1970 çулсене аса илнинчен: «Çил вĕрсе ÿкересрен кирпĕч чиксе çÿрет», - тетчĕç ун пирки. Вăл ĕçе килнине ятарласа сăнаттăмăр. Чÿречерен пăхатпăр та: «Паян çил вăйлă - çитеймерĕ-ха», - теттĕмĕр».

Шăл йĕренсем Анатолий Васильевича пĕчĕклетсе пăхнă, анчах унăн чăн тупсăмĕ пирки тĕрĕс сĕмленнĕ. Анатолий Васильевич - Дон Кихот. «Анатолий Васильевич системăна курайман çын пулнă, - шухăшлать В.П.Иванов. - Вăл хăйне питĕ тивĕçлĕ тытатчĕ, чыс тени уншăн малтаччĕ. Система ăна хуçасшăнччĕ - хуçаймарĕ. Парăнмарĕ вăл пур пĕрех».

«Хăйшĕн мар, ытларах çынсемшĕн тăрăшатчĕ сăпай ăсчах», - çырать Г.И.Алимасова «Илемлĕ сăмах тĕпчевçи» аса илÿре /Хыпар, 1999, çĕртме, 8/.

Хăйне упрассишĕн тăрăшасси вăл - тĕп инстинкт. Хăйĕн пирки манса ыттисемшĕн çуннин вăрттăнне шаларах /альтруизм генĕ пурри пирки калаççĕ/ е çÿлерех /çынна Çын, тÿпе ачи тăвакан/ шайра шырамалла. Анатолий Васильевич пултарăвĕ - критика ĕçĕсемпе литература тĕпчевĕсем кăна мар. Ун чăн пултарăвĕ - вăл хăйне пурнăçра тата ĕçре епле тытнинче. Çакна шута хурсан Васан пурнăçĕпе пултарăвĕнчи хавхалану хавалĕнче Хавал шевли вылянине курма пуçлатпăр. Эрих Нойманн «Искусство тата вăхăт» ĕçĕнче кун пирки ак мĕн çырать:

«Пултарăва хевте паракан хăват - çут çанталăк мар, социаллă хутлăхпа культура канонĕ те мар. Вăл - темскер. Ăруран ăрăва, халăхран халăха, ĕмĕртен ĕмĕре, этемрен этеме куçакан темскер. Пирте пурăнакан çак темскер /эпир ун пирки пĕлнипе пĕлменнине, йышăннипе йышăнманнине пăхмасăр/ гуманизм, çынлăх енне çавăрать. Ку таранччен эпир çынна горизонт талкăшĕнче курнă. Малашне вертикаль талкăшĕнче те курма пуçлăпăр. Этем тымарĕсем ку тĕнче чиккинчен тухса леш тĕнче чиккине тăсăлаççĕ. Çав тымарсем тăрăх кайса эпир этемлĕх историйĕн тĕрлĕ сийĕсем патне, историчченхи тапхăрĕ патне çитетпĕр. Паянхи хавхалану хавалĕнче леш тĕнчерен килекен хавхалу хумĕ пурах». /Юнг К.Г., Нойманн Э. Психоанализ и искусство. Изд-ва: Рефл-бук, Ваклер, 1998. С. 86./

Анатолий Васильевич çулталăкне асăннă каçра килнĕ шухăш-кăмăл /1997, чÿк/:

В.Г.Родионов: «Аслă юлташ, вĕрентсе пыракан пулнă. Тĕрĕсмарлăха таса чунĕпе чăтма пултарайманнипе ыттисенчен уйрăлса тăратчĕ. Куçран калатчĕ, ыттисем калама хăракан япалана хăй çине илетчĕ. Пурăнас çулĕ кĕскерех пулчĕ, çын хуйхине хăйĕн чĕрине кĕртсе, çын хуйхипе пурăнса хăйĕн ĕмĕрне кĕскетрĕ пулĕ».

Г.Я.Хлебников: «Çывăх çын, хăйĕн чунне паратчĕ çынсемшĕн. Питĕ канăçсăр чунлă темелле. Йывăрлăха лексен пулăшма тăрăшатчĕ. Хытанка ÿт-пÿллĕ пулсан та гладиатор чунлă. Чăнлăхшăн, тĕрĕслĕхшĕн тăрăшакан çын. Пĕтĕм чунне парса ĕçлетчĕ. Чун-чĕре тасалăхĕпе уйрăлса тăратчĕ. Вăл чăн-чăн критик пулнă».

Ф.Е.Уяр: «Чи паллă енĕ – тĕрĕслĕхе, чăнлăха юратни. Суяна тÿсме пултараймастчĕ. Чăн-чăн этем. Пысăк, анлă, сарлака чунлă. Çынсене хисеплеме юратаканскер. Питĕ ăста, ĕçлеме юрататчĕ. Юратса ĕçлетчĕ. Чунне парса çыратчĕ. Усал çынсемпе хутшăнман».

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.