Комментари хушас

24 Çу, 2014

Литературăри паянхи ял тата хула çамрăкĕн сăнарĕ

Ку таранччен чăвашла пичетленнĕ хулăнрах ĕçсенче - роман-повеçре, новелла- калавра - ытларах халĕ те колхоз тата вăрçă тематики сăнланни палăрать1 . Ятарласа хушаматпах асăнмасан та - «Тăван Атăлăн» кашни номерĕнче тенĕ пекех çакна асăрхатăн. Ку, паллах, хăй вăхăтĕнче вĕсем пирĕн чĕремĕрсенче тата чунăмăр-кăмăлăмăрсенче çав тери тарăн йĕр, тен, суран та хăварнăран килет пулĕ. Юлашки вăхăтра, те çанталăкăн варкăш çилĕ самай улшăннăран, те урăхларах сăлтавсене пула, кун йышши хайлавсем ытлашши вуланасшăнах мар. Вĕсемпе паллашнă хыççăн та, темшĕн-çке, чылайăшĕ асра юлмасть, сăнарĕсем те таçта кайса çухалаççĕ. Тен, ялан пĕр япала çинчен вулани е калани йăлăхтарать, чун çĕнни е урăххи патнелле туртать.

Аллăма Е.Г.Алексеевăн «Телей çăлтăрĕ хыççăн» калав-хайлав пуххи лекрĕ. Кĕнекен ятарласа палăртнă умĕнхи кĕске аннотацийĕнче çапла каланă: «...çамрăк авторăн тĕрлĕ çулта çырнă çирĕм ултă калавĕ кĕнĕ. Вĕсенче чăваш хĕрарăмĕн шăпи, нуши-терчĕ, савăнăçĕ, телейĕ уççăнах палăрать... Чăваш кил-йышĕн тĕп пуянлăхĕ ачасем тата хисеплĕ шур сухалсем пулнине çирĕплетет çыравçă. Кунтах çамрăксен пурнăç ыйтăвĕсене хускатса çырнă хайлав та чылай. Вĕсен çунатлă ĕмĕчĕсем, таса туйăмĕ урлă хастар яшсемпе хĕрсен, хаваслă та малалла ăнтăлакан студентсен тĕрлĕ енлĕ пурнăçне сăнласа парать».

Паянхи ял çыннин нуши-терчĕ те, хуйхипе савăнăçĕ те, кăмăл-сипечĕ те, малашлăхĕ-пуласлăхĕ те, иртни-авалхи те ансат сюжетлă тĕрлĕ калавра лайăх курăнать. Акă вĕсен хăшĕ-пĕрисен ячĕсем: «Ылтăн кин», «Читлĕхри чĕре», «Илĕртÿллĕ шырав», «Ялăм ман салама йышăнать» /«çуллахи кану вăхăтне тăван тăрăхăмра ирттернĕрен унти кулленхи пурнăç саккунĕсем çинчен хайлас килчĕ, 99 стр./, «Анне, эп таврăнтăм»... Вуланăçемĕн вĕсенчи сăнарсен ĕç-хĕлне çывăх туйма пуçлатпăр: килтисене аса илетпĕр, хамăрпа пулнисене танлаштаратпăр, малаллахи пирки ĕмĕтленетпĕр. Чылай чухне пĕр-пĕр калав питĕ хăвăрт вĕçленнипе килĕшмесĕр, утланнă лаша сиккипе пынă чух хăвăрт чарăнсан эпир малалла мĕнле вĕçсе каятпăр - шухăшсем çавăн пекех тăп чарăнаççĕ, çавăнпа та автор хăй каласа панин е пĕр-пĕр лирика сăнарĕн ĕç-пуçĕ мĕнле аталанса пынине пĕлеймесĕрех юлатпăр. Ку вăл çак çыравçăн хăйне евĕрлĕ вăрттăнлăхĕ е тата - урăххи. Вĕсене калавçă-автор пачах васкаса çырман пек туйăнать - эппин, вĕсенче сахал шухăшпа-сюжетпа-сăнарпа Е.Г.Алексеева çамрăк çыравçă пулин те, чăваш пурнăçĕнчи уççи-хуппине лайăх пĕлнине, чылай чухне пурнăç кĕнекине мĕнле уçмаллине ытарлăн вĕрентсе, вулакана çывăх материала сăмахпа ÿкерчĕклесе кĕртсе хума пултарнă.

Вырăс литературинче çакăн пек ансат сюжетлă новеллăсем Виктория Токаревăн пур. Елена Алексеева чăвашла çырнинче те хальхи пурнăçăн арăш-пирĕшĕ тĕрлĕ сăнарта сăнланнă: телейсĕр е ăнăçсăр юрату, телейсĕр арăм е ăнăçсăр упăшка, телейсĕр е ăнăçсăр хуняма, телейсĕр е ăнăçсăр çемье, телейсĕр е ăнăçсăр шăпа, паянхи пурнăçăн тÿнтерĕпе пиченĕ тата çак ретрех чи хăрушши, калама та, çырма та питĕ йывăр - вăл телейсĕр /эрех-сăра пички ăшне путнине пула/ чăваш хĕрарăмĕ /е анне - нуша айĕнчен ниепле те хуппипе уççине тупаймасăр кун кунласа тапаланаканскер, çав хушăрах ачи-пăчине выçăллă-тутăллă çитĕнтерекенскер/. Эпир чăваш хĕрарăмне ниепле те хисеплеме хăнăхаймарăмăр-ха. Ку вăл авалтан килекен пулăм-ши е пирĕн халĕ те чылай чухне вырăнтах тапăлтатакан культура шайĕ-ши? Темшĕн ялан тенĕ пекех паллă пĕр ÿнерçĕ çапла калани аса килет: «Чăвашсем пек нихăш халăх та хăйĕн хĕрарăмĕнчен çапла кулмасть...».

Атăлçи тата Урал çум тăрăхĕнчи чăвашсен хальхи йăли-йĕркине /туй, ача пăтти, çуралнă кун тата ыт.те/ ĕненмелле çырса кăтартнă автор. Паянхи чăваш интеллигенцийĕн шухăш-кăмăлĕ те палăрать кунта. Тен, çакăн йышши пĕтĕмлетÿсем те палăртма пулать: арçынсен талккăшĕ - куллен нухрат кÿрекен банк, килти хуçалăх* хĕрарăмсен талккăшĕ - тĕпел, апат-çимĕç, ача-пăча* паянхи арçынсен пуянлăхĕ - ĕçлĕх, ĕçкĕлĕх, хаярлăх, вăрçаслăх, ултавлăх, «аçалăх»* паянхи хĕрарăмсен паллă енĕсем - ыр кăмăллăх, тасалăх, юратулăхпа юратаслăх... Уйрăмах çамрăк çемьесемшĕн йывăр та тумхахлă, тавлашуллă та ним çук çĕртренех вăрçăнуллă /сăлтавне чылай чухне тавçăратпăр-ха/ вăл. Ялти тата хулари чăвашăн пурнăçĕ! Эпир ăна туллин тишкермен те! Асăннă кĕнекерен çакă та лайăх курăнать: çав хушăрах ĕçлеме-шухăшлама-талпăнма ÿркенменнисемшĕн, хăрамасăр ĕç вырăнĕ улăштарма, хăйĕн ĕçне пуçлама хавхаланакансемшĕн вăл ăнăçлах тата тупăшлах /паллах, черкке хыççăн хăваламаççĕ пулсан/. Вĕсен çурт-йĕрĕ те, кил-картишĕ те, хваттерĕ-пÿлĕмĕ те куççульпе мар, савăнăçпа, мăнаçлăхпа, ырăлăхпа тулнă.

Ку таранччен никам та «телей» сăмахăн тулли пĕлтерĕшне уçса паман. Чылай чухне вара пĕтĕмлетсе çавăрттарса татăклăн каланисем - ăслă тата аслă çынсен каларăшĕсем. Паллах, кашни çыннăн хăйĕн телей картлашки.

Нумай чухне пурăнса нушталаннă çыннăн телей кайăкĕ таçта аякка тăрса юлать пулас та /темшĕн-çке асра юлаканĕ вара пурнăçра лайăххи мар, начарри/ - çавăнпа та вăл ун çинчен хавхалансах каласа парасшăн мар. Телей çăлтăрĕ патне çитме телей кайăкне тытмалла. Телей кайăкĕн хăйĕн юратнă йăви пур пулас: çавăн тĕлне тĕрĕс тухма çирĕп вăй-хăват та, анлă пĕлÿ те, пурне те тивĕçтерекен /çывăх тăвансене, юратнă çынсене, пĕрле ĕçлекенсене те.../ хисеп-сипетлĕх, ыр кăмăллăх, чун анлăшĕ кирлĕ. Асăннă кĕнекери калавсенче вара вĕсене вулакан тупатех.

Чĕлхеçĕ валли те каламалли çителĕклех кĕнекере. Акă калькăласа çавăрттарса калăпланă шухăш калавсенче тăтăш тĕл пулать: «васкакан вакка чăмнă» /13 стр./, «ачана сыватса «сусăрлăх» çинчен илтеретĕп» /41стр./, «юратакансемшĕн хÿшĕре те çăтмах» /76 стр./, «юратакансене çухрăмсем уйăрса яраймĕç» /93 стр./, «чĕрене хушма çук» /138 стр./, «кĕрен шăши пулса çитĕ», «ĕмĕр сакки сарлака»... Çыравçăн, паллах, хăйĕн стильне палăртакан сăмахсем те пулмаллах, вĕсене те эпир калавсенче куратпăр: ĕçтеç-ÿкерÿçĕ, пуççавăрттармăш, маскăсен балĕ, пашлăклă пальто, «ман ыльăмсем, куçуксем», манит тата ыт.те. Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем те питĕ кăсăклă: «ыйхăн пĕр крепенкки те, пĕр пăчĕ те виçĕ пус», «арçын ĕçĕ - ана çинче, хĕрарăм ĕçĕ - сĕтел çинче», «тăм кÿлепе пек тепĕр хут унаса кăлараймăн», «вĕсем ылтăн тусем мар, юратуллă лăпкă пурнăç шантаратчĕç», «ман сасă анкартипе каять, юрлама пĕлместĕп эпĕ», «çĕр çине анма вăхăт»...

Е.Г.Алексеева калăпланă калавсенче чăвашлăх аталанăвĕн малашлăх çул-йĕрне, сăнарсенчи автор шухăшĕн «ыранхиллĕхне», уйрăмах паянхи ял çамрăкĕн пуласлăхне курас килет. Çакă вара малашнехи кĕнекесенче сăнарланасси пирки пĕртте иккĕленместпĕр.

Чăваш тĕнчин тĕп утравĕ çинчи тÿлек те лăпкă туйăнакан çанталăкăн сивĕ кĕр çилĕсемлĕ кунĕсем тĕрлĕрен иртсе пыраççĕ. Тăван литературăра телей çăлтăрĕн сапакине тытма тăрăшакан чăвашсен сайра хутра та пулин кăвак хуппи пек уçăлса каякан çурхи ыр илемлĕх те курăнать-ха. Акă, хамăр сăмахсене çирĕплетмешкĕн тепĕр автор патне куçăпăр.

Л.И.Филиппова ятне республикăри хаçат-журналçăсем те, ăсчахсем те юрă-кĕвĕ ăстисем те питĕ лайăх пĕлеççĕ.

Пултаруллă авторăн темиçе çул каяллах самай хулăн кĕнеки кун çути курчĕ. Чăвашлăха тĕпе хурса çырнă, чăвашлăх тĕнчине тĕрлĕ енчен çутатнă, ку таранччен лăпкăн выртакан ыйтусене хускатнă /калăпăр, «Çеçпĕле каялла тăван çĕре илсе килесси», «Кĕркунне тĕл пуличчен е Çамрăксен театрне кил кирлех», «Темле пулсан та - чăвашах мухтатăп».../ тепĕр самаях шухăша яракан хамăр пĕлекен тата халĕ те пĕлсех çитеймен /тĕнче аслă вĕт!/ пурнăçри сăнарсен пирĕн шухăш-туйăмсене сÿлеттерекен кинори пек тĕрлĕ ылмашуллă тĕл пулусен тĕрĕслĕхĕпе суялăхĕ, савăнăçĕпе хурлăхĕ, ăшшийĕпе сиввийĕ. «Ан ĕнен, ан хăра, ан ыйт...» тесе ят панă вăл ăна. Тĕпрен илсен виç пайран тăракан сумлă çак ĕçĕнче - публицистика статйисенче, калавĕсенче /вĕсем шăпах вуннă/ тата пьесинче /«Тĕл пулăпăр чунсен ытамĕнче»/ чи «малти вырăнта - ăс-хакăлпа кăмăл-сипет чăнлăхĕ». Паллах, кĕнекепе тĕплĕн паллашнă хыççăн каламаллисем темĕн чухлех, анчах та çак кĕске хаклавра хăш-пĕри пирки кăна чарăнса тăрăпăр.

Тÿрех каламалла: авторăн хăйĕн калавĕсене ят парасси - питĕ хăйне евĕрлĕ. Канаш районĕнчех кун çути курнă, пирĕнтен çамрăклах уйрăлса кайнă çыравçăн - литература тишкерÿçин В.А.Абрамовăн стильне çывăх пек туйăнать вăл. Çакă çиçĕм пек çуйкăнлă та çунатлă Çеçпĕл çĕр-шывĕ çыравçă-талантпа пуян пулнине тепĕр хут çирĕплетет-тĕр.

Кашнин пирки хăйĕн чĕри витĕр туйса лăплантарать пире автор /109 стр./: «1997, чÿк: ...Ним çукран мар, паян ку тĕлĕшпе пулса пыракан лару-тăрăва пула çырăнчĕç çак йĕркесем. Малашне те халăх шухăш-кăмăлне шута илмесен мĕнле культура çинчен калаçма пултарăпăр эпир». Публицистика ыйтăвĕсемпе пĕрлех, пурнăçри çын суранне çутатнă калавсем те пур. Акă вĕсенчен пĕри - «Ылханлă хура çĕмĕрт». Тĕкĕнме юраман темăна ярса илни калав ятĕнченех лайăх курăнать. Хăрамалли, асапланмалли, шухăшламалли - темĕн чухлех иккен «çири кĕперен те çывăх» çĕрте. Çынна, уйрăмах ачасене кÿнĕ хурлăха нимĕнле тарасапа та виçме çук. Пирĕн шухăшпа, калаври ылханлă çимĕçпе «аташаканăн» тата пирĕн пурнăçри вăрă-хурахăн тискерле ĕçĕ пĕр ретрех иккен тесе пăхмалла.

Л.И.Филипповăн ытти калавĕнче те, вĕсенчен ытларахăшне 2006 çулта çырнă, çамрăксен пурнăçĕнчи хăрушă инкексем сăнланнă: «Мĕншĕн татрăн Вера кун-çулне, Алеша?», «Мĕн туса хутăн, Ульяна?». Вĕсенче автор пирĕнпе тата пирĕн ачасемпе çапла пулмалла маррине тепĕр хут аса илтерет. Вĕсемпе паллашнă хыççăн вулаканăн ăс-тăнĕнче çакăн пек шухăш та пĕрре кăна мар çуралĕ: çемье е шкул айăпĕ-ши кунта? Кам ĕçлесе çитереймест шкул çулне çитнĕ ачасемпе.

Студенткăн çемьери пăтăрмахĕ, ăнăçсăр тата путăк-сулнăкра пулса иртекен, ялан тенĕ пек пĕр пекрех пулăмпа вĕçленекен арăш-пирĕш юратăвĕ «Аннесем кăна ăнланĕç» калавра сăнланнă. Çапла йÿçĕ эрĕм хыптарать çăмăлттай пурнăç хăш чух.

«Кам ачи эс, Христина хĕр ача?» калава вуланă хыççăн та паянхи çамрăк хăйне тивĕç пĕтĕмлетÿ тăватех. Тутар каччипе чăваш хĕрĕн юратăвĕ, Ильдар тата Оля, вĕсен хĕрĕ - Христя-Христина... Паянхи ял çамрăкĕсен шанчăкĕ çирĕп пулмаллине тепĕр хут аса илтерет автор. «Вăрттăнлăх пирĕштийĕ» тата «Çуралнă кун» калавсене те вуласа тухмаллах хальхи çамрăкăн, вăл чăннипех ыранхи ытлă-çитлĕ, ача-пăчан телейлĕ пурнăçĕ пирки шухăшлать пулсассăн.

Тĕпрен илсессĕн хальхи чăвашăн сиплĕ сывлăшĕ ăçта пулмаллине «Тĕл пулăпăр чунсен ытамĕнче» пьесăпа паллашнă хыççăн пĕлетпĕр. Аваллăхпа çыхăннă Чăваш Юпи те пур кунта. Сайра хутра курăнкалакан чăвашсен авалхи ячĕсемпе /Пинерпи, Ултияр - тĕп сăнарсем/ усă курни те кăсăклă. «Симĕс куçлă вутăшпийĕм» тесе чĕнет Пинерпине Ултияр. «Нимĕн те ешермест ĕмĕр-ĕмĕр» пулин те, «çут хĕвел çул кăтартать - хĕрхенет» пире.

Тишкерĕве пĕтĕмлетсе çапларах калăпăр. Кирек епле ĕçĕн те хушмалли, тен, юсамалли те пулатех. Пултарулăхăн сăннийĕ таçта та, таçталла та тĕллеме пултарать. Кашни вулакан хăйне май ăнланать ăна. Алла кĕнеке тытса, таса чунне йăпатма кирлисене шырать, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăвать. Пурнăç вара шав малаллах шăвать, çĕнĕ тĕллевсем кăларса тăратать. Уйрăмах – паян.


1Статья калăпăшĕ ÿснĕрен тата икĕ кĕнеке тишкерĕвне асăнман: Таллеров Л.В. Майра: Роман, повеç, калавсем. - Шупашкар: Чăв. кĕнеке изд-ви, 2006. - 319 с.* Карягина М.Ф. Хура тумлă арçын: Повеçсем, калавсем. - Шупашкар: Чăв. кĕнеке изд-ви, 2007. - 207 с.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.