Публицист шухăшĕ

4 Авăн, 2014

Ĕçе те спорт тумĕпех каясчĕ

«Нумаях пулмасть мана Китайра пулса курма тÿр килчĕ. Унта кÿлмек хĕрринче йăлт тренажерсем вырнаçтарнă. Ватти-вĕтти кĕшĕлтетет йĕри-тавра, пурте харпăр хăй сывлăхне çирĕплетесшĕн. Шыв хĕрринче çавăн пекех кану вырăнĕсем те пур»,- пĕлтерчĕ çак кунсенче пĕлĕшĕм. Эпир мĕн, Китайсенчен кая-им? Пирĕн те шурă Шупашкарта кÿлмек хĕрринче тренажерсем меллештерме пулать. Сăмах май, хулара халĕ чылай вырăнта пур ĕнтĕ вĕсем. Нумаях пулмасть Пичет çуртне хирĕçле вырнаçнă паркра та лартрĕç. Унта та çын йышлă çÿрет.

3 Авăн, 2014

«Тĕрĕ пĕтсен тымар татăлать...»

Çапла каланăччĕ пĕррехинче чăваш тĕррин ăсти Мария Симакова. Ахаль çын сăмахĕсем мар çаксем. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне унпа çыхăнтарнăскер кашни çĕвве ăнланать, «вулама» пултарать.

Çак тĕл пулу çирĕм çула яхăн каяллах пулнăччĕ. Мария Васильевна ун чухне халăх пултарулăхĕн республикăри ăслăлăхпа меслет центрĕнче ĕçлетчĕ. Унăн хăйĕн пĕчĕк пÿлĕм пурччĕ. Унти чи пысăк пуянлăхĕ те тĕрĕ тĕртмелли икĕ каркăч-станокĕччĕ пулас. Шăпах çав каркăчсем пулăшнипе тата Мария Васильевнăн ылтăн алли тăрăшнипе кунта чăваш тĕрри пурăнатчĕ.

1 Авăн, 2014

ПĔЛŸ ПУХМА ШĂНКĂРАВ ЙЫХРАВЛĔ

Хăмăр кĕпен пĕрмисене сăмса тăррине тар тухиччен якатнă, крахмалланă шап-шурă çухине çĕлесе хунă, сумкăна тетрадь-ручка чиксе хатĕрленĕ, ирхине çывăрса тăрсан пÿрт умĕнчи пахчаран чи хитре чечексенчен уяв çыххи хатĕрлесси кăна юлать. Вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕнхи куна çапла миçе хутчен чăтăмсăррăн кĕтмен-ши! Шкул сукмакне такăрлатма пăрахнăранпа кăна мар, аслă вĕренÿ заведенийĕн сакки çинчен тăнăранпа та чылай вăхăт иртрĕ пулин те авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ килсе çитмессерен чуна ырă варкăш кăтăклать. Юратнă вĕрентекенсем, пĕрле вĕреннĕ тантăшсем аса килеççĕ.

28 Утă, 2014

Çырла çупкамĕ

- Кăçалхи пек çырла ăнса пулнине ас тумастăп та, - çак сăмахсенчен пуçларĕ хăйĕн калаçăвне «Йĕпреç вăрманлăхĕ» хысна учрежденийĕн пуçлăхĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрманçи Иршат Ахмеров. - Ир пуçласа каçчен халăх татăлма пĕлмест техĕмлĕ те пылак çимĕçе сĕнекен вырăнсенчен. Ăçтан кăна килмеççĕ пирĕн тăрăха? Питравран Илем кунĕччен вăрмантан миçе пин тулли витре тухнине тĕрĕс палăртма никам та пултараймĕ...

24 Утă, 2014

Уявсем çынсене çывăхлатаççĕ

Юлашки çулсенче ырă юхăм вăй илет: йăхташăмăрсем мăн асаттесен вăхăтĕнче туса ирттернĕ йăла-йĕркене чĕртсе тăратма тăрăшаççĕ. Акатуй, акă, чăвашсемшĕн кăна мар, урăх халăх çыннисемшĕн те юратнă уяв пулса тăчĕ. Мăнкун, Çимĕк, Питрав, Илен... Ытти уявра ял-йыш, кÿршĕ-аршă, тăван-пĕтен пĕрле пухăнса савăнать. Чăваш Енре çеç мар, республика тулашĕнче пурăнакан ентешĕмĕрсем те авалхи йăла-йĕркене упраса хăварма тăрăшни пирки хыпарлаççĕ.

Pages