Сĕте пĕлтĕрхинчен йÿнетни. Сутлăх сĕт кĕркунне-хĕлле хакланать. Мĕншĕн тесен вăл сахалланать, тирпейлекен предприятисене юр-вар палăртнă чухлĕ туса кăларма çитмест. Вĕсем сĕт ытларах пухассишĕн сутлăх хака ÿстереççĕ. «Агро-Инновацисем» ХУП пĕлтернĕ тăрăх - республикăри тирпейлекен предприятисем ял хуçалăх организацийĕсенчен, сĕт пуçтаракан харпăрлăхçăсенчен кашни килограмм сĕте пĕлтĕрхи авăн /сентябрь/ уйăхĕнче вăтамран - 16,39, кăçалхинче - 16,11, иртнĕ çулхи юпа /октябрь/ уйăхĕн 3-мĕшĕнче - 17,66, кăçалхи çак уйăхăн 2-мĕшĕнче 17,21 тенкĕлле йышăннă.
Ял тата культура учрежденийĕ. Мĕнлерех шайлашура вĕсем? Хуларан инçетре, «упа шăтăкĕнчи тĕттĕм кĕтесре» чăваш искусстви, ÿнерĕ, литератури кăсăклантараççĕ-и ăна? Пушă вăхăта ял çамрăкĕ мĕнле ирттерет? Ыйтусен хуравне тĕшмĕртме яллă вырăнти культура учрежденийĕсене тухса çÿреме тивни пулăшрĕ темелле.
Çак тĕнчере этемрен вăйли çук тетпĕр пулин те вăл та çут çанталăк саккунĕсенчен иртеймест. Урăхла каласан çĕр çинче вăл та хăнара кăна: çуралать, вăй илсе çунат сарать, пĕр хушă чăн та хăй хăватне кăтартать, вăхăт иртнĕ май ватăлать-кукăрăлать, туя çине таянать...