Спортсменăн çăкăрĕ пылак-и?
Çитĕнÿ картлашки чи вăйлисем валли
Çак ыйтăвăн хуравне пĕлес тесен марафонçăсен тупăшăвне сăнамалла ахăртнех. Финиша çитессишĕн кам виçĕ сехете яхăн чупма пултарĕ-ши? Паллах, спортсмен. Чăваш Ен пики Татьяна Архипова 2012 çулта Лондонра иртнĕ Олимп вăййисенче марафон турнирĕнче тĕнчери чи вăйлă спортсменсемпе тупăшни халĕ те асăмран тухмасть. Пĕтĕм çĕр-шыва тĕлĕнтерсе бронза медаль çĕнсе илчĕ ун чухне пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр. «42 километрлă дистанцие парăнтарма çăмăл мар паллах. Малтанлăха хам та шикленеттĕм. Организма хăнăхтармалла, ăмăртусене хутшăнни те - пысăк шкул. Малтан кĕске дистанцисенче вăй виçнĕ, чăрмавсем урлă чупас енĕпе ăсталăха туптанă. Каярах марафон чупма пуçларăм», - тенĕччĕ вăл тĕл пулура.
«Спортсмен пуласси - уй урлă каçасси мар», - хушса хунă пулăттăм эпĕ. Чăннипе, хальхи самана çынни хир тăрăх утмашкăн та кахалланать: «Аякра тăватă кустăрмалли курăнмасть-и унта», - ĕмĕтленет хыçалалла çаврăнса. Атлетсен вара ăмăрту вăхăтĕнче никама та шанмалли çук - вăй-хал пултăр кăна. Унăн тĕллевĕ - çĕнтересси. Ăна пурнăçламашкăн малтанах чылай тар тăкма тивет. Олимп вăййисенче палăрас текеннисен уйрăмах маттур пулмалла. Çитĕнÿ картлашки чи вăйлисене çех хапăллать.
Спортран аякра тăракансен шухăшĕпе профессионал спортсмен пурнăçĕ çăмăл пек туйăнать. «Ĕçе васкамалла мар, пушă вăхăт нумай, шăрчăк пек кăна сиккелесе çÿре», - тенĕччĕ пĕлĕшĕм. Анчах вĕсен кун йĕрки те ыттисенни пек мар-çке. Эпир ирсерен зарядка тума ÿркенетпĕр пулсан, атлетсен кашни кун вун-вун çухрăма парăнтармалла, унсăр пуçне кулленхи тренировкăсем миçе сехете тăсăлаççĕ-ши? Апат-çимĕç енĕпе ахаль çын пек чĕре сури тунипех ÿт-пĕве çырлахтараймастăн, вар-хырăма пылак çимĕçпе те улталаймастăн - ятарлă диетăна çирĕп пăхăнмалла, çав вăхăтрах пахалăхли те тĕрлĕ витаминпа пуянни тутанмалла. Ăмăртусем спортсменсене инçет çула тухма хистеççĕ. «Хамăн пурнăçăма спортпа çыхăнтарман пулсан тĕнчери вун-вун çĕр-шыва кайса кураймăттăм», - теççĕ пирĕн сумлă ентешсем. Турнир иртекен пĕр-пĕр хулапа паллашма та вăхăт пулманнине пĕлтерет хăшĕ-пĕри. Хăнăхнă пулин те çул çÿресси ывăнтарать ахăртнех.
Спортсменсем пуринчен ытларах травма илеççĕ. Кулленхи тренировкăра, турнир вăхăтĕнче ал-урана амантма пултараççĕ вĕсем. Пысăк суран темиçе çул аптăратать, ăмăртусене хутшăнма чарать. Хăшĕ-пĕрне вара инвалида кăларать. Раççей бобслейçине Ирина Скворцовăнах илер. Миçе çул ĕнтĕ чирпе кĕрешет спортсменка. Сипленнĕ хыççăн спорта таврăнасси те пĕчĕк ача пĕрремĕш утăмĕсене тунă пекех йывăр. Анне ятне илтнĕ хĕрсене те çăмăлах мар, ÿт-пĕве тепĕр хут хăнăхтарса малтанхи çĕнтерÿсем патне ăнтăлмалла.
Юлашки çулсенче тĕнчере Паралимп тата Сурдлимп юхăмĕсем вăй илеççĕ. Патшалăх та сусăрсене спорта явăçтарассишĕн нумай ĕç тăвать. Сусăррисемшĕн вара спорт çăкăр пекех пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем сывă çын тума пултарайман çитĕнÿпе тĕлĕнтерме пултараççĕ. Спортпа туслăскерсем темле йывăр пулсан та малаллах талпăнма тăрăшаççĕ. Ку енĕпе пирĕн ентешсенчен Паралимп вăййисен виçĕ хут чемпионкинчен Елена Иванова-Сидоровăран, Иван Пакинпа Андрей Андреев, Александр Сорокинпа Константин Репин атлетсенчен Анастасия Седова бадминтонçăран тĕслĕх илмеллле.
Чылайăшĕ спортсменсем ытлă-çитлĕ пурăннине калаççĕ. Олимп вăййисенче палăрнисене тĕрлĕ наградăсăр пуçне хваттерпе тивĕçтерни, çăмăл машина парнелени вăрттăнлăх мар. Ку - Олимп медалĕн хакĕ. Чăваш Енре хамăр çĕр-шыври паллă футболистсем пек миллионлă шалусем илмеççĕ пулин те хавхалантармали мелсем пурах. Калăпăр, пысăк пĕр-пĕр ăмăртуран мадальпе таврăннă спортсменпа унăн тренерне премипе чыслаççĕ, уйăхсерен стипенди параççĕ. Олимп, Сурдлимп тата Паралимп вăййисене хатĕрленекенсене те укçа-тенкĕпе пулăшаççĕ. Анчах та хăш-пĕрне çакă тивĕçтермест, лайăх пурнăç шыраса урăх региона тухса кайнă тĕслĕх сахал мар. Паллах, вĕсене унта çитĕнĕвне пăхмасăрах укçа-тенкĕ енĕпе кÿрентерменни, ăсталăха туптамашкăн майсем пысăк пулни илĕртет. Паллă пĕр тренер калани те асра: «Пирĕн воспитанник спорта парăннă çын, унăн çитĕнĕвĕсем те пĕчĕк мар: Атăлçи округĕн чемпионачĕсенче, çĕр-шыври çамрăксен ăмăртăвĕсенче вăл чи пултаруллисен йышĕнче, анчах каччăна малалла хăпармашкăн хатĕрленÿ вăхăчĕ çителĕксĕр пулни чăрмантарать. Тренировкăна килес вырăнне унăн ĕçе утма тивет: хваттер тара илмешкĕн, тумланмашкăн, спорт хатĕрĕсем туянмашкăн чылай укçа кирлĕ-çке», - тенĕччĕ вăл. Чăн та, ку енĕпе пур яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа çăмăл мар, уйрăмах чухăн спортсмена.
Спорт çулĕ çине тăрас тесен ачаран спортпа туслă пулмалла. Çапах та ашшĕ-амăшĕ хĕрĕпе ывăлне секцие илсе çÿреме пуçласан ачи чемпион ятне илттĕр тесе ĕмĕтленет, анчах пур çынран та спортсмен пулаймасть. Статистика кăтартăвĕ тăрăх - спорт шкулне çÿрекен 10 ачаран 1-2-шĕ кăна пысăк çитĕнÿсем тăвайрать. Çавăнпа та ĕмĕт-шухăшпа пурăнни кăна çителĕксĕр, кулленхи ĕç-пуç çинчен манса вăй хумалла.
Андрей МИХАЙЛОВ
Олег АНДРЕЕВ, Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 8-мĕш спорт шкулĕн директорĕн çумĕ: «Халĕ те, ĕлĕк те спортсменсене çÿле çĕкленме çăмăл мар. Хăйĕн вăй-халне шеллемен çын кăна пысăк çитĕнÿсем тума пултарать. Спортсменăн пушă вăхăт сахалрах. Ĕçпе спорта шайлаштарасси те аплах мар. Калăпăр, занятие кайиччен кашни кун ирхи зарядка тумаллаччĕ, чупмаллаччĕ, каçхине каллех тренировкăна. Паллах, çакă кун йĕркине çирĕплетет, дисциплинăна пăхăнма хăнăхтарать. Спортсмен пурнăçĕ космонавт профессине çывăх,
Валерий ГАВРИЛОВ, спорт ветеранĕ, паллă ориентировщик: «Ăмăртусене тухса çÿреме, вĕсене ирттерме укçа-тенкĕ çитменни чăрмантарать, ятарлă секцисем çуккипе çамрăксене явăçтарма йывăрланса пырать, çавăнпа спортпа туслисен йышĕ кашни çул улшăнать, ăсталăха туптаса ÿснĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçран чылайăшĕ пире пăрахса каять. Хальхи спортсменсене хавхалантарни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ĕлĕк заводра вăй хунă чух ăмăртусене хутшăнакансене ĕçрен хăтаратчĕç, общество ĕçĕнче хастаррине палăртса премисем паратчĕç. Спортăн кашни тĕсĕ уйрăм пулнине шута илмелле. Тĕслĕхрен, ориентированире чупас енĕпе кăна хастар пулни çителĕксĕр, георгафи предметне ăша хывни питĕ пĕлтерĕшлĕ, карттăсемпе ĕçлеме пĕлмелле».
Валентина ЕГОРОВА, марафонçă, Олимп вăййисен чемпионки: «Спорт - манăн пурнăç. Хама спортран айккинче курмастăп. Паянхи кун та чупатăп, бассейна çÿретĕп, йĕлтĕрпе çÿреме кăмăллатăп. Тÿсĕмлĕ те ĕçчен çынсем кăна спортсмен пулаяççĕ. Мĕншĕн тесен спортра чăтăмлă та патвар пулмалла, йывăрлăха çĕнтерсе малалла талпăнмалла, унсăрăн çитĕнÿ тума май çук».
Петр СИДОРОВ, РФ физкультурăпа спорт отличникĕ: «Спортра пысăк çитĕнÿ тăвас тесен тар нумай тăкмалла. Калăпăр, Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарас тĕллевпе спортсменсен вунă çула яхăн тăрăшмалла. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕн физкультура уйрăмне ертсе пынă Евгений Носов йĕлтĕрçĕ мастер ятне тивĕçес тесе 10 çул ытла вăй хучĕ. Эпир çамрăк чухне, эпĕ 67-ри асатте ĕнтĕ, республикăра спорт шкулĕсем çукпа пĕрехчĕ, 40 çул каялла кăна уçăлма пуçларĕç вĕсем. Паян хăш-пĕр районта икшер те пур, шкулсенче ăсталăха туптакан çамрăк сахал мар. Спорт комплексĕсем çинчен эпир ĕмĕтленмен те. Халĕ курăр-ха: мĕнлерех илемлĕ те чаплă вĕсем, унтан тухас та килмест. Ку енĕпе паянхи спортсменсене ăмсанмалла кăна.
Светлана ЕРПЫЛЕВА, триатлон тата сивĕ шывра ишессипе республика чемпионки, Сĕнтĕрвăрринчи полици уйрăмĕн ĕçченĕ: «Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, спортпа туслă пулни ÿт-пĕве çамрăклатать. Чир-чĕр те çыпăçмасть, хăвна ялан çирĕп кăмăллă туятăн. Спорт - хуйхă-суйхăран, йывăр шухăшран çăлакан эмел. Çав вăхăтрах кашни çыннăн сывлăхĕ хăйне уйрăм пулнине манмалла мар, шалти туйăма итлемелле. Карьера вĕçленсен спортсменăн МЧС тытăмĕнче ĕçлеме май пур. Унта вăйлă та паттăр, чăтăмлă та хăюллисем кирлĕ. Калăпăр, эпĕ сивĕрен хăраманскер пăрлă шывра ишме пултаратăп».