Публицист шухăшĕ

2 Утă, 2014

Хатĕр тăрсан шар курмăпăр

Çу уйăхĕ типĕ те шăрăх тăчĕ пулин те малтанхи вăхăтра 6 район çеç 330 гектар çинчи лаптăксене шăварчĕ. Сăлтавĕ паллă: çанталăк çапла пуласса кĕтмен, мелиорацие хатĕрленмен. Нÿрĕкпе пахча çимĕç валли усă курчĕç. Çав вăхăтра улăх-çаран, нумай çул ÿсекен курăксем типпе лекрĕç. Ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсем вĕсене минерал удобренипе те вăхăтра апатлантараймарĕç. Ака уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне те ăна курăксем çине /ЧР Ял хуçалăх министерстви хатĕрленĕ сводка тăрăх/ 9% çеç сапнăччĕ. 6 район вара çак ĕçе вуçех хутшăнмарĕ.

27 Çĕртме, 2014

Ваçкă итлет, анчах çав-çавах çиет

Центрти телекуравăн хыпарсен кăларăмĕсем юлашки уйăхсенче çак темăна куллен çĕклеççĕ. Сăмах - пăлхавлă Украинăн Раççей умĕнчи çут çанталăк газĕшĕн тÿлемелли калама çук пысăк парăмĕ пирки. Чăннипех ăнланма-йышăнма йывăр лару-тăру: Раççей парăма татмалла тесе апла та ÿкĕтлет, капла та хистет - çук, украинсем хăнк! та тумаççĕ, сенкер топливăна вара çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕчченех намăса пĕлмесĕр уçларĕç.

18 Çĕртме, 2014

Çĕкленеççĕ, çĕнелеççĕ спорт керменĕсем

Юлашки çулсенче Чăваш Енре спорт инфратытăмне аталантарас тĕллевпе пысăк ĕçсем пурнăçлаççĕ. Епле-ха хĕпĕртемĕн: республикăра çултан çул чаплă керменсем çĕкленеççĕ-çке. Акă 2005-2012 çулсенче кашни район-хулара физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайрĕ, паянхи кун вĕсем - район центрĕсенче пурăнакансемшĕн чи юратнă вырăн. Вĕсен йышĕ татах ÿсмелле: çывăх çулсенче Шупашкарта тепĕр икĕ кермен çĕкленĕ. Тĕрлĕ хулапа салара катоксем, хоккей лапамĕсем, бассейнсем туса лартрĕç.

17 Çĕртме, 2014

Тăкаксем виçеллĕ пулччăр

Министрсен Кабинечĕн иртнĕ юн кунхи ларăвне уçнă май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем çинчен калакан указа алă пусни çинчен пĕлтерчĕ. Унта аталану тĕллевĕсемпе пĕрлех пиçиххине туртарах çыхмалли самантсене те палăртнă.

9 Çĕртме, 2014

Зоопарка ăсатма иртерех

Экономика тĕнчинчи цифрăсене тишкерме тата пĕр-пĕринпе танлаштарма хăнăхнăран-ши - Чăвашстат материалĕсемпе паллашма кăмăллатăп. Мана ут йышĕ республикăра юлашки çулсенче геометри прогрессийĕпе чакни тĕлĕнтерчĕ. Чĕлхесĕр янавара халĕ ял ачисем те пурте палламаççĕ.

Пĕррехинче Шупашкарти пĕр шкулта вĕрентекен пĕрремĕш класа çÿрекенсене лаша ÿкерме хушнă. Пурте тенĕ пекех мультфильмсенче кăтартакан чĕр чунсене сăнарланă. "Эсир çулла ялта пулман-им, лаша курман-им?" - тĕлĕннĕ педагог. Хăш-пĕр ялта çак чĕр чуна пачах усрамаççĕ пулсан ачасем ăна епле пĕлме пултарччăр?

Pages