Комментари хушас

18 Çĕртме, 2014

Çĕкленеççĕ, çĕнелеççĕ спорт керменĕсем

Юлашки çулсенче Чăваш Енре спорт инфратытăмне аталантарас тĕллевпе пысăк ĕçсем пурнăçлаççĕ. Епле-ха хĕпĕртемĕн: республикăра çултан çул чаплă керменсем çĕкленеççĕ-çке. Акă 2005-2012 çулсенче кашни район-хулара физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайрĕ, паянхи кун вĕсем - район центрĕсенче пурăнакансемшĕн чи юратнă вырăн. Вĕсен йышĕ татах ÿсмелле: çывăх çулсенче Шупашкарта тепĕр икĕ кермен çĕкленĕ. Тĕрлĕ хулапа салара катоксем, хоккей лапамĕсем, бассейнсем туса лартрĕç. Çывăх çулсенче Шупашкарта велоспорт-маунтинбайк центрĕ хута кайĕ, «Олимпийский» стадиона тата Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 4-мĕш спорт шкулне çĕнетсе улăштарĕç.

Хĕллехи сезон тĕлнех Чăваш Енре икĕ Пăр кермен уçăлмалла: пĕри - Вăрнарта, тепри - Шупашкарта. Нумаях пулмасть тĕп хуларинчине республика Пуçлăхĕ те кайса курчĕ. Керменте икĕ каток, çавăнпа унта спортсменсене тренировка ирттерме те, тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеме те, хăнасене йышăнма та услови çителĕклех пулĕ, хула çыннисене конькипе ярăнма та вырăн çитĕ. «Паллă спортсменсене çитĕнтерме нумай функциллĕ центрсем кирлĕ. Унта ăсталăха туптакан спортсменсем малашлăхра Олимп вăййисенче палăрасса шанатпăр. Чăваш Ен ят-сумне çÿле çĕклекен фигуристсем, хоккеистсем, биатлонçăсем тухасса кĕтетпĕр», - тенĕччĕ республика Пуçлăхĕ объектпа паллашнă хыççăн. Ун чухне Михаил Игнатьев «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче çĕкленекен маунтинбайк центрне те тĕрĕслерĕ. Строительство ĕçĕсене 2015 çулта Республика кунĕ тĕлне вĕçлемелле. Велосипед трасси, уçăлса çÿремелли вырăнсем, велодром - пулас центрăн чи пĕлтерĕшлĕ объекчĕсем. Ку тăрăхра пурăнакансем валли ытти район-хулари физкультурăпа спорт комплексĕсенчи пекех сывлăха çирĕплетме майсем туса парĕç. Велосипедпа туслисем валли - уйрăмах пысăк парне.

Кăçал Раççей Правительстви «Раççей Федерацийĕнче 2016-2020 çулсенче физкультурăпа спорта аталантарасси çинчен» федерацин тĕллевлĕ программин концепцине çирĕплетнĕ. Ăна пурнăçлама 97 млрд тенкĕ /73,98 млрд - патшалăх укçи, 18,9 - регионсен бюджечĕсенчен, 4,5 - хушма çăл куçсенчен/ уйăрĕç. Программăпа килĕшÿллĕн Раççейре спортăн 352 объектне тума палăртнă. Çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командисене Олимп тата Паралимп вăййисене хатĕрленмешкĕн вĕренÿпе тренировка центрĕсем ĕçлеме тытăнĕç. Çавăн пекех федераци шайĕнчи 5 база хута кайĕ. Унпа килĕшÿллĕн Шупашкарта çывăх çулсенче биатлонçăсене тата ухăçăсене хатĕрлекен центрсем уçма палăртнă.

Çулталăк пуçламăшĕнче РФ Правительстви футбол уйĕсене çĕнетмешкĕн субсиди уйăрасси çинчен йышăну кăларнă: çĕр-шыври ачасемпе çамрăксен 200 спорт шкулне искуствăлла майпа тунă лапамсемпе тивĕçтермелле. Укçа-тенке çĕр-шыври 35 субъекта уйăрса парĕç, çак йыша Чăваш Ен те кĕнĕ. ЧР Физкультурăпа спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх - субсидие Вăрнарти «Химик» стадионти футбол уйне çĕнетмешкĕн усă курĕç. Палăртмалла: икĕ çул каялла Çĕмĕрлепе Йĕпреç футболисчĕсене çĕнĕ уйсемпе савăнтарчĕç.

РФ Президенчĕ Владимир Путин вăтам шкулсен стадионĕсене çĕнетесси пирки сăмах пуçарнăччĕ. Телее, сăмаха çилпе вĕçтермерĕ: РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кăçал регионсенчи /çав йыша Шупашкарти пĕр вăтам шкула та кĕртнĕ/ вĕренÿ учрежденийĕсен стадионĕсене юсамашкăн федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă. Çак ĕçе тума пуçлайман пулин те пурнăçланасса шанатпăр. Анчах темшĕн ял-сала ачисене айккинче тăратса хăвараççĕ. Спортпа туслисем валли футбол уйĕсем тумаççĕ, çĕнĕ керменсем... çĕклемеççĕ. Пултаруллă та хастар çынсем /ытларах чухне çак йышра - физкультура вĕрентекенĕсемпе спорта чунтан парăннисем/ тăрăшнипе кăна тытăнса тăрать ял спорчĕ. Вĕсем ача-пăчапа çамрăксем спортпа туслă пулччăр тесе чылай вăй хураççĕ. Çапах ырă тĕслĕх те çук мар. Кăçал, тĕслĕхрен, Куславкка районĕнчи Кунер шкулĕнчен вĕренсе тухнисем шкул ачисене хоккей лапамне çĕнетсе панă. Халĕ çамрăк хоккеистсем хăйсене чемпионсем пекех туяççĕ пулĕ: вĕсем ятарлă каток çине тухаççĕ-çке. Çакнашкал тĕслĕх ытларах пулсан пысăк çитĕнÿсемпе палăракан спортсменсем йышлăрах пулĕччĕç-и тен.

Çав вăхăтрах тепĕр ыйту пăшăрхантарать: ялсенче ача йышĕ çултан çул чакать. Çавăнпах пулĕ футбол уйĕсем валли уйăрнă лапамсене симĕс курăк пусса илнĕ, хăш-пĕр шкул стадионĕсенче ача сасси илтĕнмест. Иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче пĕр вырăнтах пионерболла, волейболла, футболла вылятчĕç. Халĕ хушăран уй тăрăх мечĕк тапса çÿрекенсене кăна куркалатăн. Хĕллехи сивĕ кунсенче пĕве çинче каток йĕркелетчĕç, хоккейла вылятчĕç, хăшĕ-пĕри хăра-хăра коньки çине тăратчĕ - паян пĕвесене те çÿп-çаппа тултарчĕç, каток «тĕсне» те манчĕç. Шел те, паянхи кун ашшĕ-амăшĕ те, ял çыннисем те, ял тăрăхĕн администрацийĕсен ĕçченĕсем те çак çитменлĕхсене курмаççĕ, ача-пăча ырă-сывă ÿстĕр тесе тăрăшмаççĕ. Хăйсен шăпăрланĕсем валли спорт хатĕрĕсем туянма, ятарлă вырăнсем тума васкамаççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.