Комментари хушас

2 Утă, 2014

Хатĕр тăрсан шар курмăпăр

Çу уйăхĕ типĕ те шăрăх тăчĕ пулин те малтанхи вăхăтра 6 район çеç 330 гектар çинчи лаптăксене шăварчĕ. Сăлтавĕ паллă: çанталăк çапла пуласса кĕтмен, мелиорацие хатĕрленмен. Нÿрĕкпе пахча çимĕç валли усă курчĕç. Çав вăхăтра улăх-çаран, нумай çул ÿсекен курăксем типпе лекрĕç. Ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсем вĕсене минерал удобренипе те вăхăтра апатлантараймарĕç. Ака уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне те ăна курăксем çине /ЧР Ял хуçалăх министерстви хатĕрленĕ сводка тăрăх/ 9% çеç сапнăччĕ. 6 район вара çак ĕçе вуçех хутшăнмарĕ.

Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан ял çыннисем утă самай сахал хатĕрлерĕç. Вăхăтра шăварнă тата удобрени те çителĕклĕ панă пулсан, паллах, кăтарту палăрмаллах ÿсетчĕ. Выльăх апачĕ пирки ыйту хускатман та пулăттăм.

Каярах 47 хуçалăх 85 техникăпа 1534,5 гектар çĕре шăварма тытăнчĕ. Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле тата Пăрачкав районĕсем шăвару ĕçĕнчен çав-çавах айккинче юлчĕç. Мĕн сăлтавпа-ши? Ыйтăва уçăмлатма Канаш район администрацине çитрĕм.

Ун чухне хĕвелĕн хĕрÿлĕхĕ чакманччĕ-ха, янкăр тÿпере пĕлĕт татки те палăрмастчĕ.

Район администрацийĕн тĕп специалисчĕ, çав вăхăтрах тĕп агрономĕ, хăй вăхăтĕнче «Канаш» колхоза ăнăçлă ертсе пырса чапа кăларнă Валерий Долгов тарăн шухăшраччĕ. Ял хуçалăх культурисен, выльăх апачĕн шăпи канăçсăрлантарать ăна.

Хуçалăх пуçĕнче Валерий Васильевич хăй тăнă вăхăта аса илчĕ. Шăвармалли техника пуринче те тата темиçе таранах пулнă. Кÿрсех панă ăна. Йÿнĕ тăнă та çăмăллăнах туянма пултарнă. Ятарласа пĕвесем тутарнă: хăть кунĕн-çĕрĕн шăвар. Пахча çимĕçпе çĕр улмине çеç мар, выльăх кăшманĕпе улăх-çарана та. Хуçалăхсем 140-160 гектартан кая мар çĕр улми, çавăн чухлех кăшман лартнă-акнă.

«Канаш» колхоз хăй çеç 200 гектар çинче выльăх кăшманĕ туса илнĕ. Тухăç 1000 центнертан кая пулман. Выльăхсем валли пĕр хуçалăх çеç 200 пин тонна сĕтеклĕ апат пухса кĕртнĕ. Республикипе темиçе миллион тонна!

Çĕр улмине те 30-35 çул каялла республикипе пĕр миллион тонна ытла туса илнĕ. Халĕ акă çак кăтартушăн темиçе çул тапаçланатпăр, анчах ĕмĕте пурнăçа кĕртейместпĕр. Кăçал та кĕтнĕ тухăç илесси иккĕлентерет.

«Çанталăк хăçантанпа сулхăн, тÿпе пĕлĕтлĕ тăрать, çумăр анчахрах темиçе те çурĕ. Апла пулсан мелиораци ыйтăвне хускатма кирлех-ши?» - тейĕ вулакан. Тĕрĕсех ĕнтĕ, вырăн-вырăн çунă çумăр шăрăха пусарчĕ, сăтăрçăсене аталанма чăрмантарчĕ. Шел те, тăпрана пур тăрăхра та пĕрешкел нÿрлентереймерĕ. Кăнтăр енчех вăл çителĕксĕр ÿкрĕ. Ытти çĕрте те çĕр çилпе типсе çитрĕ. Апла пулсан - çумăр кирлех, çанталăк ăшăтсан тем пекехчĕ. Анчах нимĕн те тăваймăн - çÿлти хуçан хăйĕн ирĕкĕ.

Утă уйăхĕ пирки манас марччĕ. Вăл час-часах типĕ те шăрăх килекенччĕ. Çумăр вăхăтĕнче шăварма тăхтасан та - мелиораци техникине халех сÿтме-пуçтарма васкар мар.

«Хатĕр тăрсан шар курмăпăр», - тенĕ ваттисем. Типпе кĕтсе илме кирек хăш уйăхра та /кăçал вăл çу уйăхĕпе пĕр килчĕ/ хатĕр пулмалла.

- Районта 3 хуçалăх 16 гектар çинче пахча çимĕç туса илет. Ыттисем тĕш тырă çитĕнтереççĕ. Халĕ ĕлĕкхи пек çирĕп ыйтас е хушас йĕрке çук вĕт. Мелиораци техникине туянакан сахал. Ял хуçалăх организацийĕсем тырă туса илнипех аталанасшăн, тупăш илесшĕн. Пĕлетпĕр-ха: лайăх пăхсан çĕр улми е купăста пысăк услам парать, анчах вĕсене пухса кĕртесси чĕр нуша. Халăх çитмест. Комбайн, лайăх управ кирлĕ. Ана çинченех 6-7 тенкĕпе сутнин усăлăхĕ сахал. Хĕлле «иккĕмĕш çăкăрăн» хакĕ 30 тенке çитрĕ. Патшалăх мелиораци техники туяннăшăн çуррине каçарать пулсан та ăна илме вăй çитереймеççĕ. Анчах малашне туянакансем тупăнаççех, - терĕ райадминистрацин АПК организацийĕсемпе çыхăну тытакан пай пуçлăхĕн çумĕ Валерий Никоноров.

Валерий Геннадьевич ялсенче пахча çимĕç пачах та çитĕнтермен çынсем пуррине те палăртрĕ. Вĕсем хулара янттине туянаççĕ. Анчах унашкалли сахал. Ытларахăшĕ хăй ÿстернине кăмăллать.

- Халăх шухăш-кăмăлĕ улшăнатех, килĕнче туса илнĕ çимĕçе хисеплеме тытăнатех. Шанас килет: ÿлĕмрен ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем çеç мар, уйрăм çынсем те ансат тата йÿнĕрех тăракан мелиораци техники туянаççех, - терĕ Валерий Никоноров.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.