Çырла çупкамĕ

28 Утă, 2014

- Кăçалхи пек çырла ăнса пулнине ас тумастăп та, - çак сăмахсенчен пуçларĕ хăйĕн калаçăвне «Йĕпреç вăрманлăхĕ» хысна учрежденийĕн пуçлăхĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрманçи Иршат Ахмеров. - Ир пуçласа каçчен халăх татăлма пĕлмест техĕмлĕ те пылак çимĕçе сĕнекен вырăнсенчен. Ăçтан кăна килмеççĕ пирĕн тăрăха? Питравран Илем кунĕччен вăрмантан миçе пин тулли витре тухнине тĕрĕс палăртма никам та пултараймĕ...

Çапла, Йĕпреç ен çак кунсенче тăван республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килекенсене хапăл йышăнать, вĕсене тараватлă кăмăлпа ăсатать. «Çырла такама та çырлахтарать», - тесе каланăччĕ пĕр ăсчах. Тĕрĕсех иккен.

Утă уйăхĕн хĕвеллĕ кунĕсенче Йĕпреç поселокĕн урамĕсемпе çын йышлă утнине асăрхама çук. Ватти-вĕтти таранах Кушлавăш шывĕнчен пуçласа Кĕтнепе Пăла тата Хум таранах тăсăлакан ем-ешĕл кварталсене çул тытаççĕ: машинăпа, мотоциклпа, велосипедпа. Ытларахăшĕ вара - çуран. Ку ушкăнри çынсене уйрăмах хисеплетĕп эпĕ. Тăван тăрăх илемĕпе киленсе, унăн сывлăшне кăкăр туллин сывласа васкамасăр утнине мĕн çиттĕр? Канмалли кунсенчен пĕринче мăшăрăмпа иксĕмĕр те вăрман варринче вырнаçнă Пăкăян ялĕ еннелле хывăннă çул çине тухрăмăр та çур сехетрен кăнтăртан вĕрекен çил илсе килнĕ çырла шăршине туйса-сиссе Мерчĕн уçланкине пăрăнтăмăр. Эпир тÿрех хăмла çырли пахчине пырса тухрăмăр иккен. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен варринче Йĕпреç вăрманпромхозĕн хăма çуракан завочĕ пулнă. Пилĕк çуллăх стройкисене паха чус-хăма татти-сыпписĕр ăсатнă вăл. Юлашкинчен ĕмĕр кашланă юмансемпе хурăнсен ытларах пайне касса йăвантарнă хыççăн нимĕнсĕр тăрса юлнă. Халĕ çак вырăнта çамрăк хунавсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек çÿлтен те çÿлелле çĕкленеççĕ. Вăрманçăсем пăхса-асăрхаса тăракан кварталта паян урăхла ÿкерчĕк: миçемĕш çул ĕнтĕ кĕрлемеççĕ çакăнта мотор пăчкисем. Усравлăх катана аса илтерекен хурăнлăх XXI ĕмĕре кĕнĕренпех çынсене хăйĕн виçесĕр ырлăх-пурлăхĕпе савăнтарать: вĕсем кунтан сĕтеклĕ çырлапа тулнă витресемпе, хĕл валли хатĕрленĕ тăпăл-тăпăл милĕксемпе тухаççĕ. Пурне те çитет çут çанталăк тивлечĕ. Вăл пиллекен мул енне аллуна тăсиччен пуç тавра лайăх шухăшласа пăхма кăна хушасшăн сана, ырă çыннăм! Ытлашши ан хапсăн, виçерен ан ирт. Çапла çырма хăш-пĕр çын киревсĕрлĕхĕпе чунсăрлăхĕ хистет. Вăрмана çул тытакансен хушшинче пуртăпа тĕлсĕррĕн усă куракансем те пур-çке. Пĕрисем, авă, ытларах милĕк çыхса хатĕрлес тесе çамрăк хурăнсенех шелсĕррĕн касса йăвантараççĕ. Теприсем çырлаллă вырăна çитсе тухсан татса чăрманмаççĕ: туни-мĕнĕпех тăпăлтараççĕ. Çапах та пирĕн хушăра тирпейлĕхпе перекетлĕхе мала хуракан ытларах.

Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче Йĕпреç вăрманĕсенче хура çырла пиçсе çитрĕ. Ытти çырларан нумай енĕпе уйрăлса тăрать вăл: хăйĕн сĕтеклĕхĕпе, пахалăхĕпе, витаминпа пуян пулнипе. Çавăнпа та ăна татакан та, пасарта туянакан та нумай. Пиçнĕ çырла чăннипех услам тума пулăшнине Йĕпреç поселокĕнче пурăнакан чылай çын питĕ лайăх пĕлет. Ахăртнех, тĕрлĕ çырла татас енĕпе пĕр çул кăна мар хăйĕн вăр-варлăхĕпе палăракан Николай Федоров пенсионерпа камах танлашайĕ-ши? Вун пилĕк çул хушшинче вăл «Мерседес» илмелĕхех çырла сутнă. Николай Кузьмич ăçта, хăçан, мĕнле çырла пиçсе çитнине пуринчен те лайăхрах пĕлет, татнă чухне ĕçе хăвăртлатмалли хăйĕн меслетлĕхне çул парать. Мĕнлескер вăл? Вăрмана пĕчченех çÿреме кăмăллаканскер ку енĕпе «чĕлхесĕр»: никама та уçма васкамасть çав вăрттăнлăха.

Кăçал та хăнăхнă йăларан пăрăнаймарĕ çитмĕлти ветеран. Ытти чухне манăн ĕç пÿлĕмне кашни кун тенĕ пекех кĕрекенскерне Питрав умĕн çухатрăм мар-и? Мăшăрĕ кулленех пасарта хура çырла, хăмла çырли сутнине куратăп та йăл-л кулкаласа, ун умĕнчен иртсе каятăп кăна. 3 литрлă бидонри хура çырлан «çирĕпленнĕ» хакĕ 450 тенкĕрен пачах та чакмарĕ кăçал. Çак йĕркесен авторĕпе кÿршĕллĕ пурăнакан, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Нина Богатова та çырла тапхăрĕнче канăçне çухатнă. Сывлăха пула вăрмана çÿреймен ватăсене кашни кунах пылак çимĕçпе тивĕçтернине куратăп та Нина Николаевнăна сăпайлăн пуç тайса чун-чĕререн, тараватлăн тав тăвас килет...

Мĕншĕн-ха Йĕпреç вăрманĕн çырлине кăмăллакан йышлă? Кун хуравне уçса пама Чĕмпĕр тăрăхĕнченех çырла туянма Йĕпреçе килсе çитнĕ пĕр предприниматель сăмахĕсем пулăшĕç. «Эпĕ пĕлтĕр те хура çырлана сирĕн патăртан илсе кайрăм, - терĕ Фарид. - Кăçал та çул инçĕшне пăхса тăмарăм. Кунти çимĕç пур енĕпе те таса, вăл наркăмăшланман. Эпĕ пурăнакан тăрăхра асфальт-бетон завочĕ пур. Вăл кунĕн-çĕрĕн тавралăха тĕтĕмпе, ытти сиенлĕ япалапа варалать...»

...Эпĕ унпа Йĕпреçри этнографи музейĕн картинисен галерейинче паллашрăм. Мускавран килнĕ Валерий Корнилов Йĕпреç ÿнерçисен ĕçĕсен куравне пăхатчĕ ун чухне. Ÿнерçĕ тăванĕсем патне хăнана килнĕ-мĕн. Тăван çĕр-шывăн тĕп хулинчи ÿнер комбиначĕсенчен пĕринче ĕçлет иккен. Курав залĕнчен тухсан эпир Йĕпреç гербĕ çинчен калаçу пуçартăмăр. «Паянхи куна çитсе те çук-ха вăл», - терĕм кăмăлсăррăн. «Çуккине пур тăвасси часах, - кулса ячĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм. - Эпĕ сире пулăшма хавас. Пуçра акă мĕнле шухăш «тĕвĕленет»: пулас гербăн тĕп шăнăрĕ - çырла çупкамĕ пулĕ. Сирĕн тăрăхшăн вăл питĕ вырăнлă. Килĕшмелле-и? Эпĕ сирĕн патăрта пулнă кунсенче урамра çырла шăрши кăна пулни çак шухăш патне çитсе тухма хистерĕ те...»

Мĕнех, ÿнерçĕ хăйĕн çунатлă ĕмĕтне пурнăçлатăрччĕ. Йĕпреç районĕн гимнĕнче те «çырла» сăмах вырăн тупнă пулсан, унăн гербне çак тăрăхăн тĕп пуянлăхĕсенчен пĕрин илемлетсе тăмаллах...

Геннадий КУЗНЕЦОВ