«Тĕрĕ пĕтсен тымар татăлать...»

Çапла каланăччĕ пĕррехинче чăваш тĕррин ăсти Мария Симакова. Ахаль çын сăмахĕсем мар çаксем. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне унпа çыхăнтарнăскер кашни çĕвве ăнланать, «вулама» пултарать.

Çак тĕл пулу çирĕм çула яхăн каяллах пулнăччĕ. Мария Васильевна ун чухне халăх пултарулăхĕн республикăри ăслăлăхпа меслет центрĕнче ĕçлетчĕ. Унăн хăйĕн пĕчĕк пÿлĕм пурччĕ. Унти чи пысăк пуянлăхĕ те тĕрĕ тĕртмелли икĕ каркăч-станокĕччĕ пулас. Шăпах çав каркăчсем пулăшнипе тата Мария Васильевнăн ылтăн алли тăрăшнипе кунта чăваш тĕрри пурăнатчĕ.

Мĕншĕн аса илтĕм-ха çакна? ЧР Культура министерствин коллегийĕн пĕр ларăвĕнче Халăх пултарулăх çурчĕн ĕç-хĕлне сÿтсе явнă май вăл авалхи йăла-йĕркене, уйрăмах чăваш тĕррине, чĕртсе аталантарас, халăхра пропагандăлас тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленине палăртнăччĕ. Сăмахран, чăваш тĕрри малалла аталантăр тесе кунта Мария Симакова пек çамрăксемпе, районсенчи культура çурчĕсенчи ал ĕç ăстисен кружокĕсен ертÿçисемпе ĕçлекенсем çук. Мария Васильевна тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн çак вăчăра вăхăтсăр татăлнă. Пир тĕртес енĕпе Чăваш халăх писателĕн Илпек Микулайĕн кинĕ Александра Ильбекова ĕçлетчĕ. Александра Ивановна пенсие тухнă хыççăн унăн пÿлĕмĕн алăкĕ те хупăннă.

Ĕмĕртен килекен асамлăха çухатма юраманнине пурте пĕлетпĕр те, ăнланатпăр та-çке. Çапах та шулам, чăнтăр, еккĕн, хантăсла çĕвĕсем пирки илтнĕ-ши паянхи чăваш хĕрарăмĕ? Тĕпчевçĕсем авалхи чăваш тĕрринче 32 тĕслĕ çĕвĕ пулнине палăртнă. Мария Симакова 26-шĕпе усă курнă. Çав çĕвĕсенче çырулăх пулнине те пĕлетпĕр. Тĕрĕ майĕсенче хĕвел, çĕр урисем, вĕсен çаврăнăшĕсем палăрнă. Ăсчахсем вĕсене шĕкĕлчесе вулама та пултарнă. Хальхи чăваш тĕрри эреш пĕлтерĕшĕпе кăна çÿрет, çапах та вăл пирĕншĕн хаклă, аваллăхпа çыхăнтаракан хатĕрсенчен пĕри. Акă мĕншĕн Мария Васильевна: «Тĕрĕ пĕтсен чăваш тымарĕ татăлать»,- терĕ те ĕнтĕ.

Çак тымар ан татăлтăр тесе мĕн тăватпăр-ха? Хальхи вăхăтра авалхи тĕрĕсем ал айĕнче çукрах. Музейсенче, тĕрлĕ альбомпа ăсчахсен ĕçĕсенче сыхланса юлнă. Сăмахран, Питĕрти Этнографи музейĕнче чăваш тĕррисем чылай упранаççĕ. Пĕр эрешĕ те тепри пек мар. М.Симаковăна е Раççей тава тивĕçлĕ, ЧР халăх художникĕ Е.Ефремовăна илес пулсан мăн асаннемĕрсем чун панă кĕскесемпе ал шăллисене, çи виттисемпе пĕркенчĕксене, хĕрарăм тата арçын кĕписене хăйсен аллипе тытса курнă. Вĕсен асамлăхĕ çĕнĕ вăй панипе хĕмленсе çине тăрса ĕçлеме тытăннă. Кĕске хыççăн кĕске, ал шăлли хыççăн ал шăлли çуралнă. Екатерина Иосифовнăпа Мария Васильевнăн ĕçне паянхи кун малалла тăсакансем çук мар. Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай 1926 çултах «Чăваш тĕрри» сăвăра çапла каланă:

Яп-ялтăркка ука пек пурçăн,
Тĕрленĕ пĕрчĕн суйласа.
Чăваш малашлăхĕ те пур çав.
Ун ĕмĕчĕ хитре, таса.

Поэтăмăр тĕрĕре халăхăн малашлăхне курнă. Тĕрĕ ăстисене вара ытарлăн «пуласлăх хуçисем» теме те май пур. Камсем-ха вĕсем? Екатерина Ефремовăн вĕренекенĕпе, ЧР, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Татьяна Шарковăпа, вулакансене паллаштарма кирлех те мар пулĕ. Хăй вăхăтĕнче «Хыпарта» ун пирки пĕр хут мар çырса кăтартнă.

1985 çулта Шупашкарта иртнĕ «Пысăк Атăл» куравра хăйĕн ĕçĕсене халăх патне пуçласа çитернĕ. Унтанпа Татьяна Васильевнăн алли витĕр вун-вун, çĕр-çĕр ал шăлли, çи витти, панно шăрçаланса тухнă. Шупашкар та тăвăрланнă вĕсемшĕн. Мускав, Питĕр, Таллин таранах çитнĕ. Татьяна Васильевна тĕрĕ кĕнекисем те кăларчĕ, унтан хăй ăсталанă пуканесене чăваш тумĕ çĕлесе, ăна тĕрĕпе илемлетсе тăхăнтартрĕ.

Т.Петрова, З.Воронова, Е.Жачева, Л.Смирнова, А.Андреева, М.Сырова, Г.Степанова тата ыттисем те хăйсен ăс-хакăлĕпе, пуян чунĕпе, ĕçченлĕхĕпе Чăваш Ене - çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывне - малалла чечеклентереççĕ, авалхи асамлăха тавăраççĕ.

Нумаях пулмасть савăнăçлă хыпар пĕлтĕмĕр: Чăваш наци музейĕн «Чăваш тĕррин музейĕ. 1-мĕш тапхăр» проекчĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне - 2856000 тенке - тивĕçнĕ. Чăваш наци музейĕн фончĕсенче 18-19 ĕмĕрсенчи чăваш тĕррисем упранаççĕ. Асăннă коллекци - наци пуянлăхĕ тата халăх мăнаçлăхĕ. Грант укçипе халăх тумĕн тулли комплектне этнографи тĕп ушкăнĕсем çине пайласа кăтартас ĕçре те усă курĕç. Чăваш Енре халăх тĕррине аталантарас тĕлĕшпе 1923 çулта Алкешре йĕркеленĕ «Паха тĕрĕ» артель /халĕ ÿнер промыслисен «Паха тĕрĕ» фирми/ тÿпи калама çук пысăк. Асăннă фабрикăн ĕçĕ-хĕлĕ пулас музейĕн экспозицийĕнче тĕп вырăнсенчен пĕрне йышăнĕ. Уйрăм стендсенче тĕрĕ ÿнерçисен ĕçĕсем вырнаçĕç. Çавăн пекех чăваш тĕррине вĕренес текенсем валли мастерской уçасшăн, унта ăсталăх класĕсем йĕркелеме тата ачасемпе интерактивлă занятисем ирттерме май пулĕ. Тем пекехчĕ. Çак саманта эпир тахçантанпах кĕтнĕ.

Надежда СМИРНОВА

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.