Ĕçе те спорт тумĕпех каясчĕ

«Нумаях пулмасть мана Китайра пулса курма тÿр килчĕ. Унта кÿлмек хĕрринче йăлт тренажерсем вырнаçтарнă. Ватти-вĕтти кĕшĕлтетет йĕри-тавра, пурте харпăр хăй сывлăхне çирĕплетесшĕн. Шыв хĕрринче çавăн пекех кану вырăнĕсем те пур»,- пĕлтерчĕ çак кунсенче пĕлĕшĕм. Эпир мĕн, Китайсенчен кая-им? Пирĕн те шурă Шупашкарта кÿлмек хĕрринче тренажерсем меллештерме пулать. Сăмах май, хулара халĕ чылай вырăнта пур ĕнтĕ вĕсем. Нумаях пулмасть Пичет çуртне хирĕçле вырнаçнă паркра та лартрĕç. Унта та çын йышлă çÿрет. Халĕ, Шупашкарта Раççей, тĕнче пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕсем иртнĕ вăхăтра, çакнашкал тренажерсене республикăри район центрĕсенче те вырнаçтарсан аванччĕ. «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ умĕн пушшех те вĕсем йышлă пулччăр тесе тăрăшмалла.

Юлашки вăхăтра республика ертÿлĕхĕ спорт ыйтăвĕсене пысăк вырăн уйăрать. Чăваш Енре куллен тĕрлĕ йышши ăмăрту иртет. Сывă пурнăç йĕркине хут çинче кăна мар, чăннипех пăхăннине республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй те, ытти тÿре те тупăшусене хутшăнса çирĕплетет. Çапла майпа вĕсем ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх - республикăра юлашки çичĕ çулта спортăн 50 объектне хута янă. Кашни районтах физкультурăпа сиплев комплексĕсене уçнă. Çакă тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене спортпа туслашма май парать. Чылай çĕрте паян аслă ăру çыннисем те сывлăх парнелекен çурта хаваспах çÿреççĕ. Бассейна кăмăллакансен йышĕ вара республикăра 1,5 хутчен ÿснĕ. 2014 çул пуçламăшĕ тĕлне Чăваш Республикинче пурăнакансен 35,9 проценчĕ /Раççейре вăтамран 27,5 процент/ спортпа туслă пулнă. Çынсен 45,9 проценчĕ /Раççейре 39,7 процент/ спорт керменĕсемпе сооруженийĕсене çÿренĕ. Спорт ыйтăвĕсене мала хунин «çимĕçĕ» те пур: Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхĕ лайăхланнă. Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе вилекенсен хисепĕ 16 процента яхăн чакнă. Çул çитмен çамрăксен хушшинче преступлени тăвасси те 60 процента яхăн пĕчĕкленнĕ. Ку, паллах, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсене патшалăх енчен пулăшу панипе çыхăннă. Республикăра паян пурĕ 53 спорт шкулĕ. Вĕсенче 30 пин ытла хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм ăсталăха ÿстерет. Кунсăр пуçне республикăри шкул ачисен 70 проценчĕ урок тулашĕнчи спорт мероприятийĕсене хутшăнать.

Сывлăхлă пуласси тĕрлĕ хăнăхтару-хускану тунинчен кăна мар, сывă пурнăç йĕркине пăхăннинчен те, тĕрĕс апатлануран та, менталитетпа культура шайĕнчен те килет. Çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтарас тĕллевпе республикăра чылай çул ĕнтĕ «Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн», «Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер», «Пирĕн ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн», «Сигарета канфетпа улăштар» акцисем йĕркелеççĕ. Профилактика ĕçне кăçалхи 7 уйăхра 14-30 çулсенчи 14,5 пин çынна явăçтарнă. Вĕренекенсен хушшинче медицина тесчĕсене ирттересси малалла пырать.

Вăхăта перекетлес тĕллевпе эпир чылай чухне хăвăрт пиçекен апата суйлатпăр. Пахча çимĕçпе улма-çырла сахал çиетпĕр. Кăлпасси, сосиска çырткалатпăр. Тухтăрсем вара пăтă çимелли пирки тăтăшах аса илтереççĕ. Чăваш çынни, шел те, пыла та хаклама хăнăхман-ха. Чейе çав-çавах сахăрпа ĕçетпĕр. Ют çĕр-шывсенче, çав вăхăтрах Пушкăртстанра та пылак çав çимĕç сĕтел çинчен татăлмасть-мĕн...

20-30 çул каялла та шкулсенче, район центрĕсенче, республикăра та спорт ăмăртăвĕ чылай ирттеретчĕç. Вĕсене халăх йышлă хутшăнатчĕ. Халĕ вара тишкеретĕп те - тĕрлĕ тупăшупа турнир тата ытларах пулать. Самана улшăннă май çак юхăма çĕнĕлĕхсем те кĕчĕç. Сăмахран: паллă çынсен, олимпиецсен парнисене çĕнсе илессишĕн е вăхăтсăр çĕре кĕнĕ физкультура учителĕсене, спортсменсене, Чечняра пуç хунисене асăнса ялсенче, хулари спорт керменĕсенче ăмăртусем йĕркелеççĕ. Асăннă спорт мероприятийĕсене çын нумай пухăнать. «Нацисен кросне» те, «Раççей йĕлтĕр йĕрне» те, «Тухтăрпа пĕрле уçăлса çÿренине» те, «çăлтăрпа» ирхи зарядка тунине те ырă пуçару шутне кĕртмелле. Чи кирли - вĕсем ячĕшĕн кăна ан пулччăр, кашни çыннах усă кÿччĕр.

Юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум йĕркелени республикăра пурăнакансене физкультурăпа тата спортпа туслашма тата та хавхалантармалла. Форум программинче - ăсталăх сехечĕсем, семинарсемпе «çавра сĕтелсем». Çав вăхăтрах хĕрарăмсен кĕрешĕвĕ енĕпе тренерсен семинарĕ те пулĕ. Сăмах май, хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешесси Чăваш Енре спортăн шанăç кÿрекен тĕсĕ шутне кĕрет. Юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче тĕп хулара «Хальхи спорт. Çĕнĕлĕхсемпе малашлăх» спорт индустрийĕнчи çитĕнÿсен куравĕ уçăлĕ. Кăçал выставкăна спорт техникине, регионсен опытне, хальхи технологисене халаллĕç. Çапла вара форум Раççей спорчĕн аталанăвĕн тĕп ыйтăвĕсемпе çул-йĕрне сÿтсе явма кирлĕ, усăллă лапам пултăрччĕ. Пите хĕретмелле ан пултăрччĕ, юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче «çăлтăрпа» иртекен зарядкăна пурте пĕрле хутшăнар. Форум иртнĕ кунсенче пурин те хулана спорт тумĕпе тухасчĕ, ĕçе те çаплах каясчĕ. Хăнасем курччăр, туйччăр эпир спорта чăнласах юратнине! Çакă «Пур çĕре те - спорт тумĕпе» хăйне евĕр акци пултăрччĕ. Республикăри пур вĕренÿ заведенийĕнче те спорт форумĕ иртнĕ вăхăтра /шăмат кун, юпан 11-мĕшĕнче меллĕрех/ «Сывлăх кунне» йĕркелесчĕ.

Роза ВЛАСОВА

Роза ВЛАСОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.