Кун хыççăн кун

22 Кăрлач, 2018

Парнене халĕ те упрать

Елена Иванова Красноармейски районĕнчи Тăхăртака ялĕнче çуралнă. Çитĕнсен Яманака качча тухнă. 87 çулти кинемей хăйĕн пурнăçĕнче хура-шур нумай курнă. Кун-çул унăн çывăх тăванĕсене те пĕрмай «сăпкара сиктермен».

Ашшĕне Андриян Сотникова çамрăк чухне ссылкăна янă. Ун чухне ура çинче çирĕп тытăнса тăракан хресченсене кулак ятпа айăпланă-çке. Елена Андрияновнăн çывăх çыннинсене те çавнашкал ярлăк çакланнă.

22 Кăрлач, 2018

Çĕрпÿ кĕперĕ кăçал хута кайĕ

Кану кунĕсем çил-тăманлă пулнине кура ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвĕнче çулсене пăхса тăрас ыйтусем тавра та калаçу пулчĕ. Транспорт министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, тивĕçлĕ службăсем мерăсем йышăннă: çынсем те, техника та ĕçлеççĕ — транпорт çÿревĕ чарăнса ларнă тĕслĕхсем пулман.

22 Кăрлач, 2018

Çĕнĕ шкул хăпартаççĕ

Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта çĕнĕ шкул çĕклеме пуçланă. Вăл хулари иккĕмĕш пысăк шкул пулĕ, унта 1100 ача вĕренме пултарĕ. Халĕ пĕлÿ çурчĕн никĕсне хываççĕ, ытти ĕçсене пурнăçлаççĕ.

21 Кăрлач, 2018

Министр çумне ĕçрен кăларнă

Кăрлачăн 19-мĕшĕнче Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерствинче кадр улшăнăвĕ пулса иртнĕ. Министр çумĕ пулса ĕçленĕ Владимир Кузюкова ӗҫрен кӑларнӑ.

Pages