Министр çумне ĕçрен кăларнă

21 Кăрлач, 2018

Кăрлачăн 19-мĕшĕнче Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерствинче кадр улшăнăвĕ пулса иртнĕ. Министр çумĕ пулса ĕçленĕ Владимир Кузюкова ӗҫрен кӑларнӑ.

Владимир Кузюков Кироври ялхуҫалӑх институтӗнче биолога вӗренни паллă. 2010 ҫулта ӑна Патшалӑх сунар службин ертӳҫине лартнӑ. 2015 ҫулта ведомствӑна пӗтерсен Владимир Кузюков экологи министрӗн ҫумӗ пулма шаннă. 

Кадр улшăнăвĕпе çыхăннă хушăва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин  алă пуснă. Документа республикăн влаç органĕсен официаллă порталĕнче вырнаçтарнă.  

 

 

Комментари хушас