Чăваш Енри больницăсем тухтăрсене ĕçе йыхравлаççĕ

24 Ака, 2017

Шăмат кун, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче ваканси ярмăркки иртнĕ. Унта паян-ыран шурă халат тăхăнма хатĕрленнисем тата интернсемпе ординаторсем - пурĕ 300 ытла çамрăк - пуçтарăннă.

Тухтăр специальноçне суйласа илнисемпе тата республикăри сиплев учрежденийĕсен представителĕсемпе ирттернĕ тĕл пулăва ЧР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Алексей Кизилов тата медицина факультечĕн деканĕ Валентина Диомидова хутшăннă.

Ваканси ярмăрккинче республикăн сывлăх сыхлав отраслĕнче паян врачсем çитменни пирки калаçнă май тухтăрсем Канаш, Çĕмĕрле, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче уйрăмах кирлине палăртнă. Яллă районсенчен Улатăр, Етĕрне, Çĕрпÿ, Куславкка районĕсенче питех те кĕтеççĕ. Пĕтĕмĕшле практика врачĕсем, терапевтсем, анестезиолог-реаниматологсем районсенче те, хуласенче те çитмеççĕ. Хулара çавăн пекех педиатрсене,  акушер-гинекологсене, неврологсене  шыраççĕ.

  • Кăçал ЧПУн медицина факультетĕнчен кăçал 538 студент "Сиплев ĕçĕ", "Педиатри", "Стоматологи" специальноçсемпе вĕренсе тухать, унсăр пуçне 8 специальноçпа - 136 интерн, 18 специальноçпа - 127 ординатор.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас