Парнене халĕ те упрать
Елена Иванова Красноармейски районĕнчи Тăхăртака ялĕнче çуралнă. Çитĕнсен Яманака качча тухнă. 87 çулти кинемей хăйĕн пурнăçĕнче хура-шур нумай курнă. Кун-çул унăн çывăх тăванĕсене те пĕрмай «сăпкара сиктермен».
Ашшĕне Андриян Сотникова çамрăк чухне ссылкăна янă. Ун чухне ура çинче çирĕп тытăнса тăракан хресченсене кулак ятпа айăпланă-çке. Елена Андрияновнăн çывăх çыннинсене те çавнашкал ярлăк çакланнă.
— Çав вăхăтра, 1930 çулта, пирĕн ялта тата виçĕ çемьене Çĕпĕре ăсатнă. Асаттепе асаннене тĕкĕнмен, вĕсен ывăлне — аттене — инçе çĕре хăваланă. Аннене вăл вăхăтра манпа çие юлнă пирки хăваласа пусахламаççĕ. Апла пулин те çывăх çыннăмсене килĕнче юлма ирĕк памаççĕ. Вĕсем ăçта май килет çавăнта /тăванĕсем патĕнче/ çывăркалса пурăннă. Анне тăлăх хĕр пулнă. Пĕррехинче вăл мăшăрĕпе пурăннă çĕре кĕрсе мĕн те пулин илсе тухма шухăшланă. Кил умне тăратнă хуралçа: «Ача çуратсан чĕркеме утиял илсе тухма ирĕк парăр», — тесе ÿкĕтленĕ. Хуралçă асаттепе асаннен пир кĕпе-йĕмне ывăтса панă. Çав хушăра анне шалалла кĕрсе кайма май тупнă, пурçăн тутăрпа саппун илсе тухнă. Япалисене пĕрле илсе каяс тесе сарай урлă пеме хăтланнă — лешсем улăмпа витнĕ тăрă çине ÿкнĕ. Çакна асăрханă хуралçă аннен япалисене хăпарса илнĕ, каяллах хăй сыхлакан пÿрте кĕртсе хунă.
Кĕркунне аннене киле кĕртеççĕ, анчах унччен çуртра нимĕн те хăварман. Юлнă тырра, кашăк-чашăка, тумтире — йăлтах пуçтарса тухса кайнă. «Пушă киле кĕтĕм пулин те питĕ савăнтăм унта таврăнсан», — каласа паратчĕ анне. Атте тăватă çултан тин таврăнчĕ. Ман валли — халĕ те манмастăп — сантали, икĕ пÿрне сарлакăш кăвак хăю илсе килнĕччĕ, — пулни-иртнине аса илет ватă. <...>
— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче, 1942 çулхи кĕркунне, аттене фашистсене хирĕç çапăçма илсе кайрĕç. <...> Атте пичĕ çине юхса аннă куççуль тумламĕсене шăлса илчĕ те мана ыталаса чуп турĕ... <...>
...1945 çулхи кĕркунне. Юпа уйăхĕ. Эпир аннепе уйра сĕлĕ выратпăр. Упăшки килесси çинчен пĕлтернĕ хута илсен анне çурлине ана çинчех хăварчĕ. Мана та кĕтмерĕ. Лаша кÿлсе Супара, аттене хирĕç, тухса кайрĕ.
Германирен киле таврăннă чухне атте пĕр киле кĕрет. Инçе çула тухас умĕн хуçисем — икĕ ватă çын — сунчăк, хĕрес, сехет парнелесе яраççĕ. Хĕресне халĕ те упратăп. Тăван тăрăха таврăнсан колхозра нумай та ĕçлеймерĕ атте — вилчĕ. 53 çултах... <...>, — чунтан тухать аса илÿ. <...> Тулли верси...