Комментари хушас

22 Кăрлач, 2018

Çут тĕнчене килнĕ пепкине... ашшĕ-амăшĕ пăрахать

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура опека органĕсен тăлăхсемпе çыхăннă ĕçĕпе вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов паллаштарчĕ. 

Тăлăхсен шучĕ çуллен чакса пыни — лайăх пулăм. Ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен 96% яхăн йышĕ паян çемьесенче воспитани илнине те ырламалла кăна. Апла пулин те пăшăрхантаракан самантсем те пур. Сергей Владимирович палăртнă тăрăх, «Чăваш Енре ачасем иккĕмĕш хут тăлăха юлнă тĕслĕхсем нумайланнă». Ачасене опекăна илнĕ, вăхăт иртнĕ май вара каялла тавăрса параççĕ иккен. Пĕлтĕр çавнашкал тĕслĕхсем икĕ теçеткене яхăнах пулнă. Сăмах тин çуралнă пĕчĕк ачасем пирки кăна мар, 3-8 çул опекăра пулнă хыççăн ача çуртне таврăнма тивнĕ тĕслĕх те пайтах.

Тепĕр тесен хăш-пĕр муниципалитра тăван ашшĕ-амăшĕ тин çут тĕнчене килнĕ пепкисене илсе кайма хирĕçленĕ тĕслĕх те нумай. Çĕнĕ Шупашкарта пĕлтĕр 34 ачана пăрахса хăварнă. Эппин, тивĕçлĕ тытăмсене, общество организацийĕсене ашшĕ-амăшĕн яваплăхĕпе çыхăннă профилактика ĕçне анлăрах явăçтармалла — ача çывăх çыннисен ăшшине туйма тивĕç.

Теги: