Комментари хушас

22 Кăрлач, 2018

Çĕнĕ шкул хăпартаççĕ

Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта çĕнĕ шкул çĕклеме пуçланă. Вăл хулари иккĕмĕш пысăк шкул пулĕ, унта 1100 ача вĕренме пултарĕ. Халĕ пĕлÿ çурчĕн никĕсне хываççĕ, ытти ĕçсене пурнăçлаççĕ.

Строительство мĕнле пынине ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин тата Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тĕрĕсленĕ. Вĕсем строительсем икĕ сменăпа ĕçленине, кĕске вăхăтрах чылай ĕçе пурнăçланине палăртнă. Унăн генеральнăй подрядчикĕ — «Старатель» строительство компанийĕ.

Укçа-тенкĕпе вăхăтра тивĕçтереççĕ. Техникăпа ресурссем çителĕклĕ сирĕн, хăвăртлăха ан чакарăр, — хушнă Иван Моторин.

Асăннă районти шкул — хулашăн пĕлтерĕшлĕ обьект. Çавна май унта видеокамера лартĕç, кăмăл пулсан строительство ĕçĕсем еплерех пынине кашниех онлайн мелпе сăнама пултарĕ.

«Волжский-3» микрорайонта шкул хута яни Мускав районĕнче пурăнакансен вĕрентÿпе çыхăннă ыйтăвĕсене татса пама май парĕ, — палăртнă Алексей Ладыков.

Пĕлÿ çуртне хăпартассипе çыхăннă ĕçсем çитес çулхи утă уйăхĕн пĕрремĕшĕччен вĕçлемелле.

 

Теги: