Кун хыççăн кун

27 Кăрлач, 2018

Парăнман хулан паттăрлăхне асра тытса чечек хунă

Паянхи кун, кăрлачăн 27-мĕшĕнче, шăп та лăп 74 çул каялла пирĕн çĕршывра Ленинград хулине блокадăран хăтарнă. Тăван çĕршывăмăр халăхĕн паттăрлăхне, пуç усманлăхне, никама парăнманлăхне çирĕплетсе паракан çак кун ячĕпе паян 11 сехет те 30 минутра Шупашкарта «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнчи Нихăçан сÿнми çулăм патне чечек хунă.

26 Кăрлач, 2018

Преступленисен шучĕ чакнă

2017 çулта республикăра 12 794 преступление шута илнĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 7,5 процент сахалрах. Çак тата ытти цифрăна паян ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин пĕлтерчĕ.

25 Кăрлач, 2018

Суйлав кампанийĕ тата çĕнĕлĕхсем

Суйлав кампанийĕ вăй илсех пырать. Вăл малтанхисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать тата мĕнле çĕнĕлĕхсем вăя кĕреççĕ — çакăн пирки ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пресс-конференцире каласа кăтартрĕ.

25 Кăрлач, 2018

Яваплăх вырăнлă тата виçеллĕ пултăр

Прокурорсен тĕрĕслевĕсем пĕлтĕр тĕрлĕ сферăра саккуна пăснин 41,5 пин тĕслĕхне «тÿрлетме» май панă, çав тĕслĕхсемпе 12 пин çынна тĕрлĕ майпа явап тыттарнă, 139 уголовлă ĕç пуçарнă. Çак тата ытти цифрăна паян республика прокурорĕ Василий Пословский асăнчĕ. Прокуратурăн пĕлтĕрхи ĕçне пĕтĕмлетме унăн коллегийĕн анлă ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Pages