Комментари хушас

26 Кăрлач, 2018

Суя продукци паха тавара «парăнтарать»

Çурт-йĕр çуннипе çыхăннă кашни виççĕмĕш пушар электропроводкăна пула тухать иккен. Вăл юсавсăррипе кăна та мар, чылай чух пушара электролиние пахалăхсăр проводсемпе — фальсификатпа — усă курса монтаж туни сăлтавлать. Çак тата ытти самант пирки эрнекун ЧР Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕнче тĕплĕ калаçу пулчĕ.

Шел те, фальсификат электропровод туса кăларассинче кăна мар, ытти нумай-нумай производствăра та анлă сарăлнă. Тÿрĕ кăмăллă мар бизнес ют тавар паллисемпе, брендсемпе усă курать. Фальсификат пахалăхĕ япăхраххине кура йÿнĕрех, çавна май паха продукци, хаклăрахскер, конкуренцие тÿсеймест. Киревсĕр пулăм сĕт юр-варĕн производствинче те вăй илнĕ, алкоголь рынокĕнче суя эрех нумай. Пахалăхсăр суя продукци çынсен сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн пысăк хăрушлăх кÿнине кура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ комисси ларăвĕнче тивĕçлĕ тытăмсен тĕрĕслев-надзор ĕçне вăйлатма йышăнчĕç.

Теги: